10:50 30 сентября 2015 г.
Авǎн уйǎхĕн 28-мĕшĕнче Пучинке культура керменĕнче Чӑваш патшалӑх çамрӑксен театрĕнчи артистсем «Пирĕн атте авлана-а-ать!!!» камит лартса пачĕç. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Иовлев лартнӑ.
Камитри тĕп сӑнар — Николай. Ура çинче çирĕп тӑракан çын ял пурнӑҫĕнчен пахине курмасть те иккен. Унӑн пӳрчĕ тахçанах пушанса юлнӑ: ывӑл-хĕрĕ, ĕлĕкхилле каласан, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне саланнӑ. Анчах унӑн чунĕ кĕçĕн ывӑлĕшĕн ыратать. Хайхин савнӑ хĕрĕпе хутшӑнусем йывӑрлӑха лекнине пĕлнĕ хыççӑн вӑл алӑ усса ларас мар тет. Кĕçĕн ывӑлĕн хĕрне качча илесси сӑмах сарать.
Спектакльте Раççейĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Павлов, Чӑваш Республикин халӑх артисчĕсем Светлана Савельева, Лидия Красова, Валентина Музыкантова, Валентина Сурикова, Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткисем Венера Пайгильдина, Николай Дмитриев, Ирина Архипова, Александр Степанов, Станислав Владимиров, Татьяна Зайцева-Ильина тата театрӑн çармӑк артисчĕсем вылярĕç.
Спектакль вĕçленсен куракансем ура çине тăрса нумайччен артистсене саламласа тăвăллăн алă çупрĕç.
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района