Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шупашкара – театра

15:38 23 октября 2014 г.

Пучинкери вăтам шкулти ачасен пĕр ушкăнĕ çак кунсенче Шупашкар хулинче экскурсире пулчĕ. Тăван хуламăр ăшшăн кĕтсе илчĕ. Кунĕпех юрпа çумăр çуса тăчĕ пулин те, ачасене ку пĕрре те хăратмарĕ. Тĕрлĕрен вырăнсенче пулса курчĕç вĕсем, Шупашкар хулин илемлĕ вырăнĕсемпе паллашрĕç.

Экскурси хыççăн вара Мадагаскар суту-илÿ çуртĕнче вырнаçнă кинотеатрта фантастикăлла кино курчĕç. Кино хыççăн К.В. Иванов ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш Патшалăх Драма театрне çул тытрĕç. Кунта А.Пескунов çырнă, вырăсларан Ю.Сементер куçарнă «Синкерлĕ шăпа» спектакле курса киленчĕç. Тĕп рольсенчен пĕрне Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕнчен вĕренсе тухнă, Культура институтне пĕтернĕ Сергей Павлов калăпларĕ. Шăпа çынна тем тĕрлĕ кĕтменлĕхсем те парнелеме пултарнине ачасем çак спектакле курнă хыççăн питĕ лайăх ăнланчĕç. Хамăрăн ентешĕмĕр çакăн пек пысăк сцена çинче выляма пултарнăшăн мăнаçланни çинчен пĕр-пĕринпе хавхалансах калаçрĕç.

Шупашкартан ачасем çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа, ырă шухăш-ĕмĕтпе таврăнчĕç. Экскурси пурне те питĕ килĕшрĕ.

Ибресинский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика