Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Уçă урок» фестиваль иртрĕ

11:28 18 апреля 2014 г.

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Кĕлĕмкассинчи вăтам шкулта тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен район шайĕнчи «Уçă урок» пĕрремĕш фестивалĕ иртрĕ. Фестивале Çемен Элкер çуралнăранпа 120 çул çитнине тата чăваш журналистикин 40 çулне халалланă.

Фестивалĕн теллевĕ – педагогикăри тата методикăри çĕнĕ мелсемпе, меслетсемпе ĕçлекен вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси.

Мероприятие вĕрентекенсем активлă хутшăнчĕç: чĕлхепе, литературăпа уçă уроксем ирттерчĕç, класс тулашĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕç. Конкурса хутшăнакансем 2014 çул Культура çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса ĕçлени палăрчĕ. Вĕсем пирĕн ентеш Çемен Элкер юбилейне палăртса хăйсен ĕçĕсенче поэт пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатрĕç. Паянхи фестивальпе тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен ĕçĕ вĕçленмест-ха, малта – Чăваш чĕлхи эрни. Фестиваль тухăçлă иртрĕ, пуриншĕн те усăллă пулчĕ.

Пĕрремĕш вырăна Школьникова Л. П. (Эйпеç вăтам шкулĕ), Ильина М. Г.(Пысăк Упакасси тĕп шкул), иккĕмĕш вырăна Клементьева Л. Н. (Пучинке вăтам шкулĕ), Сарри Н. А. (Буинск вăтам шкулĕ), виççĕмĕш вырăна Тарасова Л. В. (Çĕнĕ Высли тĕп шкул), Григорьева Г. В. (Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕ) тухрĕç. Йĕркелÿ комитечĕ çĕнтерÿçĕсене саламлать, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçлĕ пултарулăхпа малалла талпăнма вăй-хал сунать! 

Ибресинский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика