Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йĕпреçре „Чăваш пики – 2014” конкурс иртрĕ

09:31 28 февраля 2014 г.

Нарăсăн 27-мĕшĕнче Йĕпреçри культура çуртĕнче тăван ен культурине юратакан чи маттур, илемлĕ, çепĕç, пултаруллă хĕрсем хăйсен пултарулăхне кăтартма пуçтарăнчĕç. Çак кун районăн 6 поселенинчен 9 пике „Чăваш пики – 2014” ята тивĕçессишĕн сцена çине тупăшăва тухрĕç: Диана Козлова (Кĕлĕмкасси ял поселенийĕ), Анжела Анисимова (Пучинке ял поселенийĕ), Луиза Ильина (Шăрттан ял поселенийĕ), Валентина Васильева (Чăваш Тимеш ял поселенийĕ), Мария Соловьева (Кирово ял поселенийĕ), Вера Архипова (Энтриель ял поселенийĕ), Анжела Прохорова (Чăваш Тимеш ял поселенийĕ), Алиса Васильева (Пучинке ял поселенийĕ), Эльвира Бронникова (Кĕлĕмкасси ял поселенийĕ).

Илемлĕ те сăпайлă пикесем 5 конкурсра тупăшрĕç. Пĕрремĕш конкурсра хĕрсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Жюри пикесен пултарулăхне, çаврăнăçулăхне, шалти кăмăл-туйăмне хакларĕ. Иккĕмĕш конкурсра хĕрсем пурнăçпа çыхăннă каткас ыйтусем çине хуравларĕç. Жюри членĕсем хĕрсенчен кăсăклă та тавçăруллă хуравсем кĕтрĕç. Ташă-кĕвĕ конкурсĕнче пикесем хăйсен пултарулăхне, илемлĕхне, хусканăвне, сăпайлăхĕпе илĕртÿлĕхне кăтартрĕç. Вĕсем сцена çинче юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç, юмахсем лартрĕç. Апат-çимĕç конкурсĕнче пикесем хăйсен аллипе хатĕрленĕ чăваш халăх апат-çимĕçĕпе тĕлĕнтерчĕç, жюри членĕсене хăналарĕç. Юлашки конкурсра хĕрсем хитре кĕпесем тăхăнса хăйсен çăмăл уттине, тытма пĕлнине, хусканăвне кăтартрĕç.

Кашни хĕр малти вырăна йышăнма тивĕç пулчĕ, анчах та çĕнтерÿçĕ пĕрре çеç. Конкурс пĕтĕмлетĕвне тума сцена çине Йĕпреç хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Вячеслав Анисимов (жюри председателĕ) тата культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ Александр Майоров (жюри членĕ) хăпарчĕç. Чи малтанах вĕсем пурне те çак чаплă уяв ячĕпе саламларĕç, ăнăçу, сывлăх, телей, вăй-хал сунчĕç. Пикесем сцена çине тухса тăрсан туп-тулли пуçтараннă залри халăх нумай вăхăт хушши алă çупрĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне пĕлме те вăхăт çитрĕ. „Чăваш пики – 2014” ята Диана Козлова тивĕçрĕ, Эльвира Бронникова – „Вице чăваш пики”. Ытти хĕрсем урăх номинацисенче çĕнтерчĕç: Анжела Анисимова – „Çап çутă кулăллă пике”, Луиза Ильина „Хÿхĕм пике”, Валентина Васильева „Çепĕç пике”, Мария Соловьева „Çăкленÿллĕ пике”, Вера Архипова – „Ăс пике”, Анжела Прохорова – „Сăпайлă пике”, Алиса Васильева – „Илĕртÿллĕ пике”. Куракансем те хăйне майлă жюри пулчĕç, вĕсем хăйсене килĕшекен пикене суйларĕç. „Куракансем кăмăлланă пике” ята Анжела Анисимова тивĕçрĕ.

Конкурса илĕртуллĕ те тараватлă Ирина Моисеева тата маттур та ырă кĕмĕллă Михаил Бархонов ертсе пычĕç. Йĕпреçри ÿнер шкулĕнче вĕренекенсем, Татьяна Новикова, Нина Фадеева, Ирина Моисеева, Дилара Вахитова чăваш халăх культуринчи, йăли-йĕркинчи чăваш ташшисемпе тата юррисемпе халăха савăнтарчĕç.

Диана Козлова Йĕпреç районĕн чысне хÿтĕлесе Шупашкарта „Чăваш пики-2014” конкурсра хутшăнĕ. Ăнăçу, сана, Диана!

Ибресинский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика