Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пурнӑҫ тытӑмӗ - Анне

11:40 30 ноября 2017 г.

   Ытларикун, чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Пучинке шкулĕн акт залĕнче Атте-анне çулталакне пĕтемлетсе, Аннесен  кунне халалланă уяв концерчĕ иртрĕ. Концерта 1-9 класс ачисем  хутшăнчĕç.

  Уяв пуçламăшĕнче шкул директорĕ, В.Н. Софронов, пухăннă хăнасене Аннесен кунĕ ячĕпе саламларĕ. Зал тулли ларакан ашшĕ-амăшĕн куçĕсенче  пĕрре кăна мар савăнăç куççÿлĕ палăрчĕ.

  Уяв программинче аннесене халалланă нумай сăвă-юрă, хаваслă та илемлĕ ташă, ваттисен самахĕсем  янăрарĕç. Класс ертÿçисем Анисимова Эльвира, Акчурина Зоя, Петрова Марина, Иванова Татьяна тăрăшнипе   ачасем  тĕрле мелпе ăсталана парнесемпе ÿкерчĕксем хатĕрленĕ. Кĕçĕн класс ачисем  залра ларакан амăшĕсене, хăйсен аллипе  ăсталанă парнесем парса савăнтарчĕç.  Шăпăрлансем  хăйсен амашĕсен   портречĕсене  тăрăшсах  ÿкернĕ.

   Вăтам тата аслă класс вĕренекенĕсем те хаваслă юрă-ташăпа, аннесем çинчен çырнă сăвасемпе куракансене хавхалантарчĕç. Уява  хатĕрленме вĕсене хăйсен  класс ертÿçисем те пулăшнă (Павлова Надежда, Шибаева Лидия, Кириллова Ольга, Мельцова Галина, Фёдорова Ольга,   Ильин Дмитрий).

   Уяв концертне илем кÿрекен ташăсене искусство шкулĕн хореографĕ Филиппова Марина хатĕрленĕ. 

   Юлашкинчен концертпа кăмăллă пулнă ашшĕ-амăшĕсем класс пухăвĕсене саланчĕç.

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Первоисточник: МБОУ "Новочурашевская СОШ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика