Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Л.С. Константинова сума суса

19:11 10 апреля 2017 г.

Çăкалăхри тĕп шкул Раççĕй Геройĕн Л.С. Константинов ятне çÿллĕ шайра тытать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах нарăс уйăхĕнче иртекен уйăхлăхра спортпа çар вăййисенче çĕнтерÿçĕ ята çĕнсе илнĕ класс ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкара Геройăн вил тăпри умне пуç тайма каять.

Кăçалхи çул çĕнтерÿçĕ ята 8-мĕшпе 3-мĕш классем тивĕçрĕç. Ачасене Скворцова Р.И. (класс ертÿçи), Куракова Р.Г. тата Михетова А.А. вĕрентекенсем ертсе пычĕç. Часах Çăкалăхран кайнă ушкăн палăртнă вырăна çитрĕ. Тăван ялтан килнĕ ушкăна Л.С. Константиновăн çывăх çыннисем – мăшăрĕ Константинова Л.Н., Козлов В.Н, шăллĕн мăшăрĕ мăнукĕсемпе кĕтсе илчĕç.

Куракова Р.Г. вĕрентекен Герой вил тăпри умĕнче Çăкалăхсенчен сăмах каларĕ. Шкул ачисем Константинов Л.С вил тăпри çине чечек кăшăлĕ хучĕç. Людмила Николаевна та ачасене тав туса сăмах каларĕ. Пухăннисене пурне те куççенеçпе хăналарĕ. Чăваш Наци телевиденин журналисчĕ Галина Титарчук çак саманта камера çине ÿкерчĕ. Малалла ачасем Çарпа Паттăрлăх аллейинче, Атăл хĕрринчи паллă вырăнсенче пулчĕç. Çул çÿрев пурне те килĕшрĕ.

 

Малокармалинский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа Чувашской Республики

Первоисточник: Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика