Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пучинкесем – сумлă юбилей хăнисем

08:39 20 мая 2016 г.

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче чăваш наци вулавăшĕнче паллă поэт, прозаик, драматург, куçаруçă тата халăхра хăйĕн хастарлăхĕпе палăрнă Валери Туркай 55 çулне палăртрĕ.

Валерий Владимировича халăх çивĕч те витĕмлĕ сăввисемшĕн юратать. Унăн хайлавĕсене чылай халăх чĕлхине куçарнă. Хăй те ытти халăх сăвăçисене чăвашла куçарассипе сахал мар ĕçлет. Ахаль мар Валерий Туркая халăх поэчĕ хисеплĕ ята панă. Паллă поэта çавра çулпа саламлама влаçра ĕçлекенсем, культурăпа ÿнер ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем пуçтарăнчĕç. Вĕсем хушшинче пирĕн ял тăрăхĕнчен те Пучинкери вăтам шкулта  8-мĕш класра вĕренекен Илья Шибаевпа Пучинке ялĕн тĕп культура çурчĕн пуçлăхĕ         Роза Клементьева  пулчĕç. Роза Клементьева  сăвăçа сумлă юбилей ячĕпе ырлăх-сывлăх сунчĕ, пĕчĕк Валери ача чухне час-часах килсе çÿренĕ, иккĕмĕш тăван ялĕ вырăнне шутланă Пучинке ялĕнче пурăнакансен ячĕпе саламларĕ.  Илья Шибаев Валери Туркай тутарсен аслă поэчĕн Совет Союзĕн Геройĕн Мусса Джалилĕн фашистсен тыткăнĕнче çырнă  тĕнчипе паллă «Моабит тетрачĕсем» сăвăсен кĕнекинчен  чăвашла куçарнă «Каçар, Тăван  çĕршывăм» сăввине вуларĕ. Илюш хăйĕн пултарулăхĕпе юбиляра çеç мар, Мускавран, Хусантан килнĕ хăнасене  тыткăнларĕ те, савăнтарчĕ те, кашниех ăна алă тытсах саламларĕ.

Илюша малалла та пысăк ăнăçусем, çитĕнÿсем тума сунатпăр! Пултарулăх çулĕ унăн яланах уçă та  такăр пултăр!

 

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика