АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Акатуйра район хаçатне çырăнма май пулĕ

09:26 09 июня 2014 г.

Хисеплĕ вулакансем! Июнĕн 12-мĕшĕнче эпир пурте пĕрле пуçтарăнса "Чавал" уçланкăна ĕçпе юрă тата спорт уявне пухăнăпăр. Унта вăйă-кулă, ташă-юрă пулĕ, маттур ентешсене ĕçри çитĕнỹсемшĕн чысланине курăпăр, спорт ăмăртăвĕсене сăнăпăр... Эпир те, "Пирĕн пурнăç" хаçат ĕçченĕсем, Акатуйран юлас мар терĕмĕр _ вăрман уçланкинче ятарлă палаткăра хамăрăн ĕç-хĕлпе паллаштарăпăр. Уява пухăннисен кунта халĕччен тухса тăнă район хаçачĕсене илме май пулĕ. Тен, камăн та пулин хăйсен пултаруллă тăванĕсем, пĕлĕшĕсем, ĕçтешĕсем çинчен каласа парас шухăш пур _ тархасшăн, пирĕн корреспондентсем сирĕнпе калаçĕç, сăн ỹкерчĕксене те илсе юлĕç, унтан сирĕн çывăх çыннăр çинчен çырнă статья район хаçачĕн страницисенче кун çути курĕ. Çавăн пекех Акатуйра 2014 çулăн иккĕмĕш çур çулĕ валли район хаçатне (почта урлă е редакцинчен, е "Чăваш пичет" киоскĕнчен илсе тăма) çырăнма май пулĕ. Сăмах май, "Пирĕн пурнăçа" ытти районсенче пурăнакансем те çырăнса илееççĕ. Уява тухсан кăмăллине усăллипе пĕрлештерер _ савăнса кулнипе пĕрлех район хаçатне çырăнма та вăхăт тупар!

Редакци коллективĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика