АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Экологи тĕлĕшĕпе таса район» конкурсра çĕнтернĕ

00:00 27 мая 2009 г.

Иртнĕ тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Криков предприятисемпе учрежденисен ертÿçисемпе, райадминистрацин пай начальникĕсемпе черетлĕ планерка ирттерчĕ.

Паянхи кун уй-хирте тĕш-тырă 8500 гектар йышăнать, 2005 çулта вăл 5200 гектар пулнă. Планеркăра район пуçлăхĕ А.И.Криков çитес çулсенче унăн лаптăкне 10 пин ытла гектар çитерме ял хуçалăх пайне хушрĕ. Çавăн пекех Александр Иванович çĕре вырттармалла маррине, унпа тухăçлă ĕçлеме тăрăшмаллине палăртрĕ.

Район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева пĕлтернĕ тăрăх, 11-мĕш класс пĕтерекенсемшĕн сыв пуллашу каçĕсем шкулсенче июнĕн 19-мĕшĕнче пулаççĕ. Анкетированин пĕтĕмлетĕвĕпе выпускниксен пĕрлехи балне пĕлтĕрхи пек Хĕрлĕ Чутайри Çĕнтерÿ лапамĕнче ирттерме чылайăшĕ хирĕç. Шкул ачисен сывлăхне санаторисенче тата республикăри лагерьсенче çирĕплетме 25 путевка пур.

Райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ Е.С.Барышникова районта вилекенсен йышĕ самаях ÿснине пăшăрханса каларĕ. Елена Сергеевна пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр май уйăхĕнче 35-ĕн çут тĕнчерен уйрăлнă, кăçал ку кăтарту майăн 25-мĕшĕчченех çитнĕ, 28 çемье чăмăртаннă, 13 ача çуралнă.

Çавăн пекех планеркăра район пуçлăхĕ А.И.Криков çул-йĕр секторĕн заведующине А.Г. Ильина ванса пĕтнĕ çулсене юсама тата çул-йĕр паллисене кирлĕ вырăнсене лартма, ял хуçалăх пайне "Акатуй" уявне йĕркеллĕ ирттерме хушрĕ. Александр Иванович "Экологи тĕлĕшĕпе таса район" конкурсра çĕнтернĕ ятпа майăн 29-мĕшĕнче сертификат илме Мускав хулине чĕннине пĕлтерчĕ.

Планеркăра пухăннисем ытти çивĕч ыйтăва та сÿтсе яврĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика