АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Экономика форумĕ

16:55 27 октября 2016 г.

Историпе, культурăпа юнашарах _ экономика аталанăвĕ

"Ял _ Раççейĕн чунĕ" _ çак ятпа иртрĕ Шăнкăртам ялĕнчи улттăмĕш форум

Нумай нациллĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕрен аслă пухусем сахал мар иртеççĕ. Вĕсенчен пĕри _ "Шăнкăртамри диалог" экономика форумĕ. Регионсем хушшинчи влаç представителĕсемпе, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансемпе, агропромышленность комплексĕн ертỹçисемпе, вĕсемпе юнашарах ялсенчи пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсемпе йĕркеленĕ улттăмĕш форума хутшăннисем малтанах икĕ çавра сĕтел тавра пуçтарăнчĕç: пĕрисем _ ЧПУн районти филиалĕн, теприсем _ "Бизнес-инкубаторăн" пысăк залĕсенче. Пĕлтерĕшлĕ пысăк мероприятие агропромышленность комплексĕн ыйтăвĕсемпе тата ял территорийĕсене аталантарас енĕпе тимлекен Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Обществăлла палата представителĕсем, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕ, промышленность тата суту-илỹ министрерствин представителĕсем, Хусантан, Мускавран, Дагестантан, Шупашкартан, кỹршĕри Шăмăршă, Елчĕк, Йĕпреç, Комсомольски тата ытти районĕнсенчен килнĕ хăнасем хутшăнса хастарлăх кăтартни, кун йĕркинчи ыйтусене куçа-куçăн çеç мар, чуна уçса калаçни кăçалхи форумăн пĕлтерĕшĕпе сумне тата ытларах ỹстерчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ экономика, ял хуçалăх тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов ертсе пыракан сессире (программăри çавра сĕтеле çапла ят панă) "Ялсене патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшмалли стратеги тата ялсенче агрокластерсем йĕркелесси" темăна çивĕчлетрĕç. Çак тĕлĕшпе чăн малтан республикăри ял хуçалăх министрĕн çумĕ Мансур Калмыков яллă вырăнсене аталантарас тата пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшас ыйтусемпе Чăваш Республикин паха опычĕ пирки итлеме те кăмăллă пулчĕ. Мансур Минивелиевич хăйĕн сăмахĕнче пирĕн республика тĕрлĕрен программăсене явăçса ял çыннин пурнăç условийĕсене ырă енне улăштарас тесе пурнăçланă проектсем, потребительсен кооперативĕсене патшалăх тĕлĕшĕнчен паракан грантсем пирки конкретлă чарăнса тăчĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн Патăрьел районĕ республикăра хастаррисен шутĕнче темелле. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Леонид Кузнецов çавра сĕтел тавра пуçтарăннисене конкурентлă лару-тăрăва пăхмасăр районта çĕнĕ пахчаçимĕç управĕсем, выльăх-чĕрлĕх фермисем, апат-çимĕç тирпейлемелли цехсем хута янине каларĕ, малашлăх плансемпе те паллаштарчĕ. Çывăх кунсенчех районта федераллă программăпа хута каякан объектсенчен пĕри _ "Исток" хуçалăхри гидротехника сооруженийĕ тата апат-çимĕç тирпейлекен черетлĕ цех.

Форумра ЧР экономика аталанăвĕ, промышленность тата суту-илỹ министрĕн çумĕ О. Ланцова, Шăмăршă район администраци пуçлăхĕ В. Денисов, предпринимательсемпе экспертсем сăмах илчĕç, патшалăх ял çыннине алă тăсса паракан нумай тĕслĕхсем çинче чарăнса тăчĕç.

"Бизнес-инкубаторта" ĕçлекен тепĕр ушкăн "Ялти пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас тĕллевпе федераллă институтсене явăçтарассипе комплекслă модельсем тăвасси" темăна анлăлатрĕ. Тĕп ыйту тавра чăн малтанах Раççей Федерацийĕн агропромышленность комплексне тата ял территорийĕсене аталантарас енĕпе тимлекен Обществăлла палата Председателĕ Е. Уваркина тухса калаçрĕ. Республикăри инкубаторсен ĕç направленийĕ пирки ЧР экономика аталанăвĕ, промышленность тата суту-илỹ министерствин пай пуçлăхĕ И. Моисеев, Чăваш Республикине шанчăклă пулăшмалли механизм пирки "Гарантийный фонд Чувашской Республики"" коммерцилле мар организацин директорăн пĕрремĕш çумĕ А. Игнатьев, пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсене микрофинанс ыйтăвĕпе тивĕçтересссипе "Агентство по поддержке малого бизнеса в Чувашской Республике" коммерцилле мар организацин директор çумĕ Д. Краснов, кỹршĕ районсен администраци пуçлăхĕсем, экспертсем форум темине малалла тăсрĕç.

Икĕ çавра сĕтел тавра та, ун хыççăнах Шăнкăртамри тĕл пулура район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Мускав, Тĕп тата Чăваш регионĕн муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Обществăлла палатин членĕ Альбир Крганов хутшăнчĕç, форум пĕлтерĕшне пысăка хурса хак пачĕç.

_ Республикăри ялсен аталанăвĕ, район халăхĕн пурнăçĕнчи курăмлă улшăну пахалăхлă калаçуран, форумра çуралнă çĕнĕ шухăшсенчен нумай килет. "Шăнкăртамри диалог" малашне те çĕнĕ шухăшсен платформи пултăр",_ пĕтĕмлетрĕ хăйĕн шухăшне район администраци пуçлăхĕ Рудольф Васильевич пысăк мероприятине хутшăннисене тав тунă май. Альбир Рифкатович вара хăйĕн сăмахĕнче Шăнкăртамра "Деревня _ душа России" ятпа йĕркеленĕ улттăмĕш форум çывăх вăхăтра Раççейре çак ятпах иртекен проект пулнине палăртрĕ. Пирĕн çĕршыври ултă регионти форумран Чăваш Енти пĕтĕмлетекенни пулнине каларĕ. Чи пахи те пĕлтерĕшли _ пурин чунри сăмахĕсене те Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев форума хутшăнса кашнине итлеме май пулни. Шăнкăртамри культура çуртĕнче Чăваш Ен Элтеперĕпе йĕркеленĕ тĕлпулу малалла тăсăлчĕ. Форума РФ Патшалăх Думин депутачĕ , финанс рынокĕн комитет председателĕ А. Аксаков та хутшăнчĕ.

Республика Пуçлăхне Шăнкăртамра чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн ялти культура çуртĕнче патшалăх, муниципаллă влаç, агропромышленноç комплексĕн пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсемпе, финансистсемпе, ăсчахсемпе, экспертсемпе йĕркеленĕ калаçу наукăпа практика конференцийĕ шайĕпе малалла тăсăлчĕ. Проект презентацийĕсем, ĕçлĕ калаçусем каллех ял аталанăвĕ Раççейĕн ăс-хакăлпа экономика аталану никĕсĕ пулнине çирĕплетрĕç.

Шăнкăртамри экономика форумĕ пирки хаклавсем:

Наталия Сивякова, Канаш район администрацийĕн экономика секторĕн заведующийĕ:

_ Шăнкăртамри экономика форумне эпĕ пĕрремĕш хут хутшăнатăп. Кун йĕркинче Раççей шайĕнче çĕкленĕ ыйту пысăк та тарăн шухăшлă. Программăн теори пайĕ пуян содержаниллĕ. Хамăр валли питĕ нумай информаци илме пултартăмăр. "Деревня _ душа России" федераллă проект пурнăçа кĕрсе пыни пире, ялта пурăнакансене, пушшех савăнтарать. Правительство ял инфраструктурине улăштарас, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлас, туса илнĕ продукцине вырнаçтарас тата ытти ыйтусемпе те тĕллевлĕ проектсемпе ĕçлени паян та курăмлă та, сисĕмлĕ те. Шанас килет, малашне ял халăхĕн пурнăçĕ тата ытларах аталанĕ.

Минсур Валитов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ:

_ Пирĕн ял Раççейре йышĕпе пысăккисенчен пĕри. Кăçал регионсем хушшинчи экономика форумĕ улттăмĕш хут Шăнкăртамра иртни пысăк мăнаçлăх. Пĕлтерĕшлĕ пысăк форума республика шайĕнчи обществăлла палата представителĕсем çеç мар, Раççей Федерацийĕнчи ял территорийĕсене аталантарас енĕпе тимлекен общество палатин представителĕсем, муниципаллă влаç, агропромышленноç комплексĕн пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсем тата нумай-нумай паллă çынсем, экспертсем хутшăнни те форум хакне ỹстерет. Чи пахи вара форума пирĕн Репспублика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнса ырă сĕнỹ-канашсем пани пулчĕ. Тавах мĕнпур хăнасене пирĕн ял историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе çывăх паллашнăшăн.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика