Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çуркуннепе спорт уявĕнче

14:07 01 мая 2017 г.

 

Муркаш районĕнче пурăнакансем Муркашăн тĕп лапамне Çуркуннепе Ĕç уявне паллă тума пухăнчĕç. Пысăк уяв кунĕнче, майăн 1-мĕшĕнче, спорт сезонĕ уçăлчĕ. Çак кун çăмăл атлетика енĕпе Муркаш райповĕн кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртрĕ.

Уява Муркаш райпо канашĕн ертÿçи Б. Андреев уçрĕ. Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунă командăсене тав турĕ. Вăл палăртнă тăрăх, майăн 1-мĕшĕ пирĕншĕн чăннипех те пысăк уяв.   Спорт уявĕ районта 15-мĕш хут иртет.

Çавăн пекех уяв пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та саламларĕ. Ăмăрту хĕрÿ ĕç тапхăрĕпе - çура кипе - пĕр килнине палăртрĕ, муркашсем ĕçре те маттур, спортра та çивĕч.

Ăмăртăва шкулсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, организацисемпе учрежденисен, ял тăрăхĕсен пĕрлештернĕ командисем хутшăнчĕç.

Ветерансен ăмăртăвĕнче В. Болеслав 3-мĕш, В. Иванов 2-мĕш, В. Сергеев 1-мĕш вырăнсене тухрĕç.

Организацисемпе учрежденисен ăмăртăвĕнче Муркаш больници 3-мĕш, Ярапайкасси ял тăрăхĕ 2-мĕш, Чуманкасси ял тăрăхĕ 1-мĕш вырăнсем тивĕçрĕ. А. Иванова чи çамрăк хутшăнакан пулчĕ.

Мала тухнă командăсене куçса çÿрекен кубокпа, дипломпа, хаклă парнепе чысларĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнтисем хаклă парнепе диплом тивĕçрĕç. Ăмăртура çĕнтернинчен ытларах хутшăнни пĕлтерĕшлĕ.

Уява пухăннисене концерт программи те савăнтарчĕ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика