Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш Ен чысне çỹле çĕклет

09:15 20 сентября 2014 г.

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче пăхса тухнă тĕп ыйтусенчен пĕри "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума республикăра ирттерме мĕнле хатĕрленни пулчĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕ çинчен хăйĕн шухăшне федерацин налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ испекцин ертỹçине Вячеслав Александрович Антонова пĕлтерме ыйтрăмăр.

- Пирĕн республикăра çакнашкал пысăк спорт мероприятине ирттерме палăртнăшăн чăннипех мухтанатăп, савăнатăп. Çакă Чăваш Енĕн ятне çỹле çĕклет, малашне те пысăк çитĕнỹсем тума хистет.

Пирĕн республика физкультурăпа спорта аталантарас, çынсене сывă пурнăç йĕркисене тытса пыма явăçтарас енĕпе сахал мар ĕç туса ирттерет. Ентешсем-спортсменсем Олимпиадăсенче, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче палăраççĕ. Кунта спортăн пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленет, физкультурăпа спорт занятийĕсене ирттерме условисем туса параççĕ, спортпа туслисен йышĕ ỹсет. Спорт резервне хатĕрлемелли тытăма çĕнетнĕ.

Паян та Чăваш Енре спортăн çĕнĕ комплексĕсемпе Олимп центрĕсене хута ярас енĕпе хастар ĕçлеççĕ. 2013 çулта республикăра пурăнакансен 46 проценчĕ спорт сооруженийĕсене çỹренĕ, кашни виççĕмĕш çын физкультурăпа тата спортпа туслă.

- Ĕçне кура хисепĕ те пур...

- Паллах, ĕçлекене хавхалантармалла. Ахальтен мар ĕнтĕ 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республики спорт аталанăвĕн "Раççей регионĕ" номинацире наци премине пуçласа тивĕçнĕ. 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх вара Раççейри смотр-конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çак тата ытти çитĕнỹсене кура Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума Шупашкарта ирттерме йышăннă.

- Халĕ тĕплĕнрех спорт форумĕ çинчен. Çапах, Вячеслав Александрович, унăн тĕп тĕллевĕ мĕнре-ши?

- Ман шутпа, вăл Раççей спортне малалла аталантарма, спорт аталаннă тĕнчери çĕр-шывсемпе тупăшма, çынсене спортпа физкультурăна ытларах явăçтарма, сывă пурнăç йĕркисене тытса пыма пысăк пулăшу парĕ. Спорт форумĕнче резервсене хатĕрлес, ытти çивĕч ыйтусене тишкерĕç.

Тата çакна манса каймалла мар - çывăх вăхăтра пирĕн çĕр-шывра тĕнче шайĕнчи тĕрлĕ пысăк ăмăртусем иртмелле: 2015 çулта Хусанта шывпа çыхăннă спорт тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери чемпионачĕ, 2018 çулта - футболла выляс енĕпе Пĕтĕм тĕнчери чемпионат, 2019 çулта Красноярскра Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи XXIX Универсиада. Çавăн пекех Ĕпхỹ хулинче 2021 çулта Пĕтĕм тĕнчери XI вăйăсене ирттерме ирĕк илессишĕн кĕрешĕве тухмалла. Кунта, паллах, Шупашкарта иртекен "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форумĕнче тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантармалли Канашĕн анлă ларăвĕнче çак ыйтусем паллă вырăн тупĕç.

- Форум вăхăтĕнче тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. Вĕсемпе кĕскен паллаштарма май тупаймăр-ши?

- Спорт форумĕ вăхăтĕнче тĕрлĕ ăмăрту пулĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем ГТО нормативĕсене пурнăçлассишĕн тупăшĕç. Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансем те кĕрĕшĕве тухĕç. Ăсталăх сехечĕсем те спортăн 5 тĕсĕпе иртĕç. Халĕ паллă спортсменсемпе пĕрле ирхи зарядка тăвассине те йĕркеленĕ. Культура мероприятийĕсем, хăнасене тĕрлĕ сувенирсемпе, парнесемпе тивĕçтересси те çỹллĕ шайра пуласса шанатăп.

А.КАРЛИН калаçнă.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика