Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ярмушкари культура ҫуртĕнче чыслăн юбилей кунне уявларĕҫ

09:55 20 февраля 2017 г.

 Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ярмушкари культура ҫуртĕнче чыслăн юбилей кунне уявларĕҫ, «Шурăмпуҫ» фольклор халăх ушкăнĕ йĕркеленнĕренпе 15 ҫул ҫитнине паллă турĕҫ.

Уяв программине Ярмушка ял тăрăхĕнчи «Хаваслă культработниксем» уҫрĕҫ.

Юбилейпа саламлама кўршĕ, Элĕк районĕнчи «Шурăмпуҫ» фольклор ушкăнĕ те килсе ҫитнĕ. Вырăнти Ĕҫ ветеранĕсенчен йĕркеленнĕ «Утмăлтурат», Кушар-Юнтапа ялĕнчи «Кушар ен» ушкăн та ярмушкасене илемлĕ юрă-ташăпа саламларĕҫ. Вырăнти чăваш ҫи-пуҫĕн илемлĕ тĕррисем,  асаннесем тăхăнса ҫўренĕ кĕпесене, саппунсене сăнарласа ҫĕленĕ авалхи тум та уяв сценине пуянлатрĕ. Параппан, шакăртма, ухват, купăс сасси те илĕртўллĕн янăрарĕ. 

Епле илемлĕ вăл чăваш юрри-ташши, чуна йăпатать, хĕвел пек ăшă туйăм ҫуратать, пурăнма вăй-хал парать. Ҫакă вăл куракансен сăн-питĕнче палăрчĕ, кашни юрă, ташă хыҫҫăн вĕсем тăвăллăн алă ҫупса хавхалантарчĕҫ. Куракансене юрăҫсем телей, ăнăҫу, юрату, ҫирĕп сывлăх, вăрăм кун-ҫул сунчĕҫ, ĕмĕр пĕрле килĕштерсе пурăнасса шантарчĕҫ.

Авшак-Эльмен ялĕнчи культура ĕҫченĕсем,  Еленăпа Володя Мураковсем шўтлĕ сценкă лартса куракансене хаваслă кăмăл парнелерĕҫ. Юбилярсене вара пурне те парнесем парса хавхалантарчĕҫ.  

Уяв кунĕпе саламлакансем те йышлăн килсе ҫитнĕ. Пушă алăпа килмен вĕсем, Ярмушка ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ, Алексей Валентинович Петров хисеп хучĕсем, Элĕк районĕнчи «Шурăмпуҫ» фольклор ушкăнĕн ертўҫи Валентина Иванова, «Утмăлтурат» ушкăнĕн ертўҫи Галина Александровна Лаврова парнесем пачĕҫ.

Вăрнар район администрацин культура уйрăмĕн пуҫлăхĕ Ирина Олеговна Алексеева, районти культура ҫурчĕн директорĕ Светлана Николаевна Журавлева «Шурăмпуҫ» ушкăна ҫўрекенсене пурне те хисеп хучĕсем пачĕҫ. Фольклор ушкăнне вара ҫĕнĕ купăс парнелерĕҫ.

Чăваш республикинчи халăх творчестви пайĕн фольклор енĕпе тимлекен ертўҫи Светлана Вячеславовна Тяхмусова, Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ культура ĕҫченĕ, культура училищинче культура енĕпе вĕрентекен Светлана Григорьевна Лаврентьева та пушă алăпа килмен. Нарăс уйăхĕн кунĕнче ўсекен чĕрĕ чечексем пурин кăмăл – туйăмне те тыткăнларĕҫ, парне те вырăнлă пулчĕ.

«Шурăмпуҫ» ушкăн йĕркеленнĕренпе 15 ҫул ҫитнине халалланă уяв программи куракансенне те ташă-юрă ăстисенне те хаваслă кăмăл-туйăм вăратрĕ. Ҫак уява йĕркелесе ирттерекенсене пурне те ăшă сăмахсем каларĕҫ культура ҫуртĕнче.

Уяв программине ертсе пыракан ҫамрăк ертўҫĕсем, Эвелина Отрывановăпа Денис Ильин хăйсен пултаруллăхĕпе куракансене тыткăнларĕҫ.

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика