Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Яковлева Татьяна Яковлевнăна 95-ҫулхи юбилейпа саламларĕҫ

15:14 12 января 2017 г.

Яковлева Татьяна Яковлевна 1922-мӗш ҫулхи кăрлач уйăхӗн 12-мӗшӗнче Элĕк районĕнчи Ехремкасси  ялӗнче ҫуралса ȳснӗ. Чиркў шкулĕнче 4 ҫул, Асакасси шкулĕнче 3 ҫул, Канашри вăтам специалистсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ. Выҫăллă-тутăллă, ҫăпатапа, начар ҫи-пуҫпа ҫўрени, ҫын патĕнче хваттерте пурăнни хĕре вăтантарнă. Канашра вĕреннĕ вăхăтра Ярмушка каччипе Отрыванов Илларион Сергеевичпа (Лăриванпа)  паллашнă. Ярмушка каччи вăл вăхăтра кĕҫĕн агрономсем хатĕрлекен ушкăнра вĕреннĕ. Хĕл каҫнă хыҫҫăн Иккĕмĕш тĕнче вăрҫи пуҫланнă. Вунсакăр ҫул тултарнă каччăсене тўрех вăрҫа илсе кайнă.

1942-мĕш ҫулта август уйăхĕнче Татьяна Яковлевнăна та салтака кайма повестка параҫҫĕ. Ăна арҫын ачасене салтака ăсатнă пек тутăр вĕҫтерсех, салтак чупсах ăсатнă. Шупашкара 320 –мĕш завода снарядсем авăрланă, секретлă цеха ĕҫлеме янă. Кăнтăрла заводра ĕҫленĕ, ҫĕрле снаряд ещĕкĕсене тавар пуйăсĕсем ҫине тиенĕ.  Кунне пĕр хутчен апат ҫитернĕ, ирпе каҫпа хăйсем апат пĕҫерсе ҫинĕ. Условисем йывăр пулнă, ҫавах ĕҫ нормине ирттерсе тултарнă.   

1945-мĕш ҫулта вăрҫă чарăнсан, Шупашкартан тăван килне, Ехремкассине ҫурран утса ҫитнĕ. Кăштах ялта ĕҫлесе пурăннă хыҫҫăн тепĕр икĕ ҫуллăха ҫав заводах ĕҫлеме таврăннă. 1948-мĕш ҫулта яланлăха тăван ялне таврăннă. Пурнăҫ юсанса пынă. Пĕрремĕш юрату туйăмĕ ҫĕнĕрен вăй илнĕ.  Вăл вара, Канашра паллашнă Ярмушка каччине шыраса тупма ĕмĕтленнĕ. Анчах та ҫулталăк хушшинче ун ҫинчен пĕр хыпар та пулман - те вилĕ, те чĕрĕ. Ҫураҫма пынă ҫынна качча тухнă. Качча тухни ҫулталăк ҫиттиччен вăл никама та нимĕн те каламасăр упăшкин килĕнчен тухса кайнă.

1949-мĕш ҫулта Ярмушкари Лăриванпа мăшăрланса 3 хĕрпе 1 ывăла кун ҫути парнеленĕ. Вăрҫăра йывăр аманса таврăннă Лăриван. Ҫапла вара ҫемьери арҫын ĕҫĕсем хĕрарăм ҫине тиенеҫҫĕ. Вăрҫă хыҫҫăнхи ҫулсенче ачасемпе ларма декретлă отпусксем паман, хĕрарăмсен ĕҫлемелле, ачисене те кил-таврашне те пăхса, юсаса тăмалла пулнă.  

1972–мĕш ҫулта вăрҫă суранĕсене пула Лăриван мăшăрĕ вăхăтсăр ҫĕре кĕнĕ. Тăватă ачана пурнăҫ ҫулĕ ҫине кăларса 75 ҫула ҫитиччен «Гвардеец» колхозра фермăра та ани, ҫаранĕ ҫинче те ĕҫленĕ. Татьяна Яковлевнăна 1980-мĕш ҫулта «Ĕҫ ветеранĕ» ятна парса чысланă. Вăл нумай хутчен «Хисеплĕ колхозник» ята тивĕçнĕ. Лайăх ĕҫленĕшĕн ăна заводра та колхозра та хисеп грамотисемпе, медальсемпе, орденсемпе чысланă. Медалĕсем: «За доблестный труд в ВОВ 1941-1945 гг.» - 1945 çулта, «За доблестный труд в ознаменование 100-летия со дня рождения В.И.Ленина» - 1970 çулта, «Орден трудового красного знамени» - 1971 çулта.  Юбилей медалĕсем: «50 лет Победы в ВОВ 1941-1945 гг.», «60 лет  Победы в ВОВ 1941-1945 гг.», «65 лет  Победы  в ВОВ 1941-1945 гг.», «70 лет  Победы  в ВОВ 1941-1945 гг.».                                                                                                                                 

Хисеплĕ Татьяна Яковлевнăна, ĕҫпе вăрҫă ветеранне, ҫуралнă кунпа  Вăрнар район администрацин пуҫлăхĕ Леонид Григорьевич Николаев, Ярмушка ял тăрăхӗн пуҫлăхӗ Алексей Валентинович Петров ячĕпе специалистсем, килне ҫитсе саламларӗҫ, Раҫҫей Президенчӗн, Чăваш Республика пуҫлăхӗн ҫырăвне вуласа пачӗҫ, ăшă сăмахсем каларӗҫ, пĕчĕк парне пачĕҫ тата та нумай ҫул хушши пурăнма сывлăх сунчӗҫ.

 

 

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика