Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ.

16:56 25 июля 2016 г.

Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче вырма ĕçĕсем  малалла пыраççĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем хирти тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртессишĕн вăй-халĕсене шеллемеççĕ, çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă кураççĕ. Паянхи кун тĕлне ялхуçалăх предприятийĕнче  пурĕ 125 га çинчен тыр-пул пуçтарса илнĕ, вăл шутра: кĕрхи тулă – 64 га çинчен, пăрçа – 61 га çинчен.

Уй-хирти ĕçсене пурнăçланă çĕрте «AGROS – 530», «AGROS – 580», «Вектор – 410»  комбайнсемпе ĕçлекен  Виталий Степанов, Владимир Михайлов, Василий Николаев тăрăшуллăх кăтартаççĕ. Комбайнерсем паянхи куна  444 тн. кĕрхисем  çапса тĕшĕленĕ. Вăтамран кашни гектартан  35,5 цетнер тухать.

Уй - хиртен йĕтеме тырă турттарнă çĕрте Александр Зайцев, Александр Николаев, Виталий Григорьев, Леонид Христанов водительсем тăрăшуллă ĕçлеççĕ. 

Йĕтемре те ĕç шавĕ лăпланмасть. Тĕш-тырă  тасатса кĕртекенсем Борис Данилов, Андрей Миронов, Валерий Филлиппов,  Николай Данилов машинистсем  тырă аласа типĕтмелли агрегатсене чăрмавсăр, тухăçлă ĕçлетереççĕ. Кăçал çанталăкĕ типĕ тăчĕ пулин те, тыр-пула вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пухса кĕртессе шанаççĕ хуçалăхра ĕçлекенсем.

Сявалкасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика