Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван тăрăхăн уявне тӗплӗн хатӗрленчӗҫ Хурапыр Юнтапа ял ҫыннисем

09:47 18 июля 2016 г.

Ял уявне тӗплӗн хатӗрленчӗҫ Хурапыр ял ҫыннисем. Кил-таврашри, урамри ҫȳп-ҫапа пуҫтарса, вӗлтӗренсене ҫулса тирпейлерӗҫ. Уяв кунӗ ҫитсен, уяв ҫи-пуҫне чăвашла тăхăнса,  палăртнă вырăна васкарӗҫ.

Илемлӗ вӗлкӗшекен тӗрлӗ тӗслӗ хăюсем, юрласа-ташлама хăма сарса хатӗрленӗ сцена, вӗри шȳрпепе хăналама сӗтелсем, саксем уява килнисен кăмăлне ҫӗклерӗ.

Ял тăрăхӗн депутачӗ Галина Григорьевна Васильева Хурапыр ял уявне йĕркелесе ирттерме тимлерĕ. Уява Алена Спиридонова уҫрӗ, уяв программипе паллаштарчӗ.

Ял тăрăхӗн пуҫлăхӗ Алексей Валентинович Петров, Вăрнар район пуҫлăхĕ Леонид Григорьевич Николаев, Нурăсри вăтам шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова, СХПК «Юнтапа» ертўҫи Петр Валериевич Трифонов, Хурапыр ялĕнче ҫуралса ўснĕ Владимир Матвеевич Яковлев, Людмила Даниловна Егорова  килнӗ хăнасене, ял-ҫыннисене «Ял уявӗ» ячӗпе саламларӗҫ, ăшă сăмахсем каларĕҫ.  Ярмушка ял администраци енчен тивӗҫлисене хисеп хучӗсем пачӗҫ. Ӗҫ ветеранӗ Илья Михайлович Степанов Хурапыр ял историпе паллаштарчĕ. Ял халăхне, ялтан тухса кайса урăх ҫӗрте пурăнакансене пӗрле пуҫтарса, уяв йӗркеленӗшӗн тав сăмахĕ каларĕ. Малалла та ялти ҫынсем пӗр ҫемьери пек килӗштерсе пурăнса, пӗрле ӗҫлесе пырса тăван хуҫалăха малалла аталантарма тăрăшмаллине асăнчĕ. Вăрҫăра пуҫĕсене хунă паттăрсене асăнса лартнă палăк тавралла илемлĕ карта тытнăшăн, Хурапырта ҫуралса ўснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Сергей Юрьеич Карпова ял ҫыннисем чĕререн тав сăмахĕсем каларĕҫ.

Ветерансенчен йӗркеленнӗ «Утмăлтурат» ушкăн «Алран кайми аки-сухи» юрă пуҫласан, уяври ҫынсем пурте ура ҫине тăчĕҫ. Кушар-Юнтапа ялӗнчи клубра йӗркеленнӗ «Кушар ен» юрăпа-ташă ушкăнӗ, Ярмушка ялӗнчи «Шурăмпуҫ» фольклор халăх ушкăнĕ, Нурăсри вăтам шкулти кадетсен ушкăнĕ илемлӗ юрă-ташăпа савăнтарчӗҫ. Юрра-ташша, сăвăсем ҫырса, вулама юратакансем сцена ҫине тухса кăмăлĕсене уҫрĕҫ.

Шупашкартан ҫитнĕ «Дуняша» юрăпа ташă ушкăнĕ куракансене хавас кăмăл парнелерĕ.

Нурăсри райпо сутуҫисем, предприниматель Татьяна Иванова, пылак шывсемпе, пахча-ҫимĕҫсемпе, тутлă шашлăкпа суту-илў турĕҫ. Тутлă, техĕмлĕ шăршă саракан шўрпе те ҫиекенсене килĕшрĕ. Ача-пăча выламалли япаласемпе суту-илў тăвакансен умĕнчен шăпăрлансем татăлмарĕҫ.

Ҫак уява йĕркелесе ирттернĕшĕн, ҫак тăрăхра ҫуралса ўссе, халĕ аякра пурăнакансем, ял-ĕҫченĕсем, чĕререн тав сăмахĕсем калаҫҫĕ, ҫакăн пек уявсем Хурапыр ялĕнче татах та иртессе шанаҫҫĕ.  

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика