Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Такӑр ҫул сире, шкултан вӗренсе тухакансем!

15:50 24 мая 2016 г.

 

Юлашки шăнкăрав янăрарĕ паян,

Юлашки шăнкăрав асран тухмĕ нихҫан,

Юлашки шăнкăрав ман юратнă шкулта,

Юлашки вăл ан пултăр, янратăр ялан…

Ĕмĕтре сывпулашрĕ кашни шкул пĕтерекен.

    2016–мĕш ҫулхи ҫу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ярмушкари  вăтам шкулти 5 хĕрпе 2 каччă юлашки шăнкăрав сассипе сывпуллашрĕҫ. Кивĕ йăла-йĕркепе хĕрсем шкул тумне тăхăнчĕҫ, шурă бантсемпе ҫўҫĕсене пуҫтарчĕҫ. Арҫын ачасем те уява шурă кĕпе тăхăнса пычĕҫ. Умра пĕрлĕхлĕ экзаменсем, алла аттестат илсе пурнăҫăн анлă ҫулĕ ҫине тухмалли ҫутă ĕмĕтсем.

    Ярмушкари вăтам шкул директорĕ Георгий Геннадьевич Сорокин, ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Алексей Валентинович Петров, Вăрнар район администрацин представителĕ, культура пай пуҫлăхĕ, Ирина Олеговна Алексеева, нумай ҫул хушши вăтам шкул директорĕнче тимленĕ Евгений Павлович Фролов, пĕрремĕш класс руководителĕ пулнă Любовь Михайловна Анисимова, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Елена Николаевна Григорьева, класс руководителĕ Алексей Геннадьевич Петров вĕсене саламласа ăшă та ырă сăмахсем каларĕҫ, пĕрлĕхлĕ экзаменсене ăнăҫлă тытса тĕрĕс ҫул суйлама сунчĕҫ.

Вĕренўре, спортра маттурисене Хисеп грамоттисемпе чысларĕҫ. Шкулпа сывпулашакансене пĕрремĕш класра вĕренекенсем савăсем, юрăсем юрласа саламларĕҫ, чĕрĕ чечексем парнелерĕҫ.

Юлашки шăнкăрава вĕренекенсен умĕнче шăнкăртаттарма шкултан вĕренсе тухакан Роман Сорокинпа пĕрремĕш класра вĕренекен Мария Кроткова тивĕҫлĕ пулчĕҫ.

Шкул пӗтерекенсем те хӑйсен юррӑ-ташшипе уява илемлетрӗҫ, вӗсем те тӑван шкула, вӗрентекенсене тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Йӑла-йӗрке тӑрӑх шкул вӗренсе тухакансем тӳпене тӗрлĕ тӗслӗ сывлӑш шарӗсем вӗҫтерчӗҫ.

Вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем, шкулпа сывпулашакансем асăнмалăх сăн ўкерттерчĕҫ. Ăсату уявне Любовь Вениаминовна Максимова йĕркелесе ертсе пычĕ.

Малашне шкул пӗтерекенсене тепĕр тапхӑр кĕтет — пĕрлехи патшалӑх экзаменне тӗрӗс-тӗкел тытасси. Такӑр ҫул сире, шкултан вӗренсе тухакансем!

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика