Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕҫпе вăрҫă ветеранне, Калошев Михаил Михайловича чысласа палăк лартнă

08:51 13 мая 2016 г.

Ярмушка ял тăрăхĕнче пурăннă хисеплĕ Калошев Михаил Михайлович, ĕҫпе вăрҫă ветеранĕ иртнĕ ҫул мартăн 14-мĕшĕнче, мăшăрĕ вилнĕ хыҫҫăн уйăхран ҫут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ те 90 ҫул урлă каҫнă.

 Калошев Михаил Михайловичпа Калошева Мария Филимоновнăна  хисеп туса ачисем вĕсен вил тăприсем ҫине пысăк палăк лартрĕҫ. Раҫҫей Федерацийĕн Хўтĕлев Министерстви саккунпа килĕшўллĕн, ĕҫпе вăрҫă ветеранне, Калошев Михаил Михайловича  сума суса лартнă палăк ҫине кайнă укҫана каялла тавăрса парать.

Калошев Михаил Михайлович Вăрнар районӗнчи Хурапыр ялӗнче 1924-мӗш ҫулхи чўк уйăхӗн 8-мĕшĕнче ҫуралнă. Уйкас-Юнтапа ялӗнчи шкулта вӗреннӗ. Ялта ҫуралса ȳснӗ арҫын ача ҫут ҫанталăка, йывăҫ-курăка, выльăх-чӗрлӗхе юратса ȳснӗ, ҫитӗнсен выльăх тухтăрӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах та иккӗмӗш тӗнче вăрҫи ҫамрăк каччăн ӗмӗчӗсене татать. Вăрҫă пуҫланнă ҫул Михаил Михайлович вунҫиччӗре пулнă. Вунсакăр ҫула пуссан, 1942-мӗш ҫулхи ҫу уйăхӗнче  ăна вăрҫа, ял-халăхӗпе лашапа салтак юрри юрласа ăсатнă. Вăрҫăран вăл 1947-мӗш ҫулхи авăн уйăхӗнче таврăннă. Ҫав ҫулах раштав уйăхӗнче кȳршӗ ял хӗрӗпе Филимонова Мария Филимоновнăпа мăшăрланса ҫемье ҫавăрнă. Тăватă хӗрпе пӗр ывăл ҫитӗнтернӗ. Килте ывăлӗн ҫемьипе килӗштерсе пурăннă. Ачисем, мăнукӗсем юнашар пурăннăран пулĕ, вĕсем мăшăрӗпе 69 ҫул килӗштерсе, пӗрне-пӗри хисеплесе пурăннă. Тăхăрвунă ҫула ҫитетĕп тесе шутламан та тесе калатчĕ хисеплĕ ветеран. Вăрҫă ҫулӗсене аса илсен кăвак тȳпе пек таса куҫӗсем шывланатчĕҫ. Прага хулине нимӗҫ фашисчӗсенчен ирӗке кăларнине, Берлина ҫитнине, ҫӗнтерӗве кӗтсе илсе, киле тӗрӗс-тӗкел ҫаврăнса ҫитнишӗн Турра тав тăватчĕ. Хăйне кӗпеллӗ ҫуралнă пулӗ, темиҫе хутчен вилӗмпе куҫа-куҫăн тăнă пулсан та пурăнатăп-ха, тетчĕ вăрҫă салтакĕ. 69 ҫул хушши тирпейлӗн упраннă салтак кителĕ яланах ăна ҫĕнтерў кунне аса илтернĕ. Кăкăр тулли  орденсемпе медальсем упраннă, вӗсем ветераншăн питĕ хаклă пулнă.  

Выльăх тухтăрне вӗренсе тухса алла диплом илсен, Михаил Михайлович ӗмӗр тăршшӗпе тăван ялта, колхозра ӗҫленӗ. Ырă кăмăлӗшӗн, халăхпа яланах сăпайлă, ăста специалист, шанăҫлă ҫын пулнăшăн хисепленĕ халăх ватта.

 

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика