Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Зоя Михайловна Ильинана 90 ҫулхи юбилейпа ăшшăн саламларĕҫ

07:59 18 февраля 2016 г.

Ильина Зоя Михайловна 1926 –мĕш ҫулхи нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Авшак Элмен ялĕнче ҫуралнă. Авшак Элменти, Ярмушкари, Нурăсри шкулсенче ăс пухнă. Тăрăшуллă хĕрача ҫичĕ ҫул шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Тăван ҫĕршыв ҫине фашистсем тапăнсан,  вăрҫă ачисен малалла вĕренме май пулман. Вăй питти арҫынсене вăрҫа ăсатсан, йывăр ĕҫсем хĕрсем, хĕрарăмсем ҫине тиеннĕ. Вун пилĕк ҫулти хĕрача та аслисемпе пĕрле суха сухаланă, тырă вырнă, йĕтем ҫинче тырă ҫапнă. Хĕллехи вăрăм каҫсенче кĕнчеле арланă, ҫипсем пĕтĕрсе чăлха-алсиш ҫыхса фронта ăсатнă. Иваново облаҫĕнче торф каларнӑ ҫĕрте ĕҫленĕ, ҫĕнтерӱ кунне ҫывхартма пулӑшнӑ.   

Вăрҫăра паттăррăн ҫапăҫса таврăннă вăрҫă инваличĕпе Георгий Ильич Ильинпа ҫемье ҫавăрса виҫĕ хĕрпе тăватă ывăл ҫуратса ўстернĕ, вĕсене пурнăҫ ҫулĕ ҫине кăларнă. Тĕреклĕ кил-ҫурт хăпартнă, тӑван ялта, колхоз уй-хирĕнче ĕҫлесе тивĕҫлĕ канӑва тухнӑ. Зоя Михайловна нумай ҫул хушши «Гвардеец» колхозра тӑрӑшса ĕҫленĕшĕн «Ӗҫ ветеранĕ» ята тивĕҫнĕ.

Мăшăрĕ, икĕ ывăлĕ вăхăтсăр ҫĕре кĕрсен ҫамăл пулман хĕрарăма. Анчах та ачисем, ҫывăх ҫыннисем юнашар пулнăран йывăрлăха ҫĕнтерме ҫăмăлрах пулнă. 

Хăйне телейлӗ туять Зоя Михайловна, пӗччен мар вăл ватлăх кунӗсенче. Тăван хĕрĕ Зинаида, пӗчӗк ачана пăхнă пек пăхать. Ҫавăнпа ӗнтӗ ватă ҫынăн кун-ҫулӗ те вăрăм.

Хисеплĕ Зоя Михайловна Ильинана, ĕҫпе вăрҫă ветеранне, ҫуралнă кунпа  Вăрнар район администрацин пуҫлăхĕ Леонид Григорьевич Николаев, Ярмушка ял тăрăхӗн пуҫлăхӗ Алексей Валентинович Петров, Вӑрнар районĕнчи пенси уйрӑмĕн ертӱҫи Людмила Леонидовна Редькова килне ҫитсе саламларӗҫ, Раҫҫей Президенчӗн, Чăваш Республики пуҫлăхӗн ҫырăвне вуласа пачӗҫ ăшă сăмахсем каларӗҫ пĕчĕк парне пачĕҫ тата та нумай ҫул хушши пурăнма сывлăх сунчӗҫ.

 

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика