Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ярмушкари вăтам шкулта вăрҫă участникне Артем Яковлевич Яковлева тата Ҫĕр-шыв хўтĕлевҫисене халалланă «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2015» ăмăрту иртрĕ.

15:40 24 февраля 2015 г.

      Ярмушка ял тăрăхенче пурăнкакансем спортра та хастар. Чăваш Республикинчи халăха спорта явăҫтаракан «Гвардеец» членĕсем йĕркеленипе нарăс уйăхĕн 21- мĕшĕнче «Хĕрлĕ ҫăлтăр орден кавалерне» 1-мĕш степенлĕ Отечествăлла вăрҫă участникне Артем Яковлевич Яковлева  халалланă «Йĕлтĕр йĕрĕ-2015» пулса иртнĕ. Амăртура халăх йышлă пуҫтарăнчĕ. Курма килекенсем анчах мар, ăмăртăва хутшăнакансем те нумай  пулчĕҫ. Кўршĕ ялсенчи, районсенчи, тĕп хулара Шупашкарта тата Мускав хулинче пурăнакан спортсменсем  те хутшăнчĕҫ ҫак ăмăртăва. Ҫулран – ҫулах иртекен йăлана кĕнĕ «Йĕлтĕр йĕрĕ» ҫине тăракансен уявне Ярмушкари вăтам шкулти физкультура учителĕ Сорокин Георгий Геннадьевич уҫрĕ. Пухăннисене Ярмушка вăтам шкул директорĕ Евгений Павлович Фролов, ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Алексей Валентинович Петров, ЧРСОО «Гвардеец» председателĕ Олег Витальевич Васильев, район депутачĕ Ольга Геннадьевна Куликова, Вăрнар районĕн ентешлĕх ертўҫи Андрей Дмитриевич Васильев саламларĕҫ. Ҫак кун йĕлтĕр ҫине  вунă ҫултан пуҫласа утмăл теҫеткерен иртнисем те хаваспах тăчĕҫ.

     Ҫулран ҫул иртекен ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ ўссех пырать. Кăҫал вĕсем 110-ăн старта тухрĕҫ. Йĕлтĕр йĕрĕ ҫине пĕрремĕш старта тухакансем 14 ҫула ҫитмен хĕр ачасен ушкăнĕ пулчĕ. Вĕсенчен 1-мĕш вырăна Хапăс шкулĕнче вĕренекен Анастасия Тикинева, 2,3 – мĕш вырăнсене Ярмушкари вăтам шкулта вĕренекенсем Сильвеста Семеновăпа  Ольга Федорова йышăнчĕҫ.

Ҫирĕм ҫула ҫитмен хĕрсем хушшинче 1,2 – мĕш вырăнсене Ярмушкари вăтам шкулта вĕренекен Кристина Михайловăпа Ангелина Алексеева, 3 –мĕш вырăна Нурăсри вăтам шкулта вĕренекен Татьяна Борисова тухрĕҫ.

14 ҫула ҫитмен ар ҫын ачасем  хушшинче 1,2-мĕш вырăнсене Владимирпа Михаил Скворцовсем (Хапăс шкулĕ), 3- мĕш - Даниил Павлов (Ярмушкари вăтам шкул). 14 ҫултан аслăраххисем: 1,2 -мĕш вырăна Даниил Анисимовпа Семен Павлов тухрĕҫ.

Ҫирĕм ҫула ҫитменнисем: 1 – мĕш вырăн - Александр Романов (Вăрнар поселокĕ), 2- мĕш вырăн -  Валентин Иванов (Ярмушка ялĕ), 3 – мĕш вырăн - Алик Алексеев (Ярмушка шкулĕ).

 Хĕрĕх ҫула ҫитменнисем: 1-мĕш вырăн - Василий Иванов (Ярмушка ялĕ), 2 –мĕш вырăн - Денис Лаврентьев (Ярмушка ялĕ), 3 – мĕш вырăн - Павел Федоров. Вăл инҫе ҫула пăхмасăр, Мускав хулинчен ятарласа ҫак спорт вăййине хутшăнма килнĕ.

 Аллă ҫула ҫитмен ар ҫынсем хушшинче: 1 –мĕш вырăн – Зуфар Тимаев (Комсомольски районĕ), 2-мĕш вырăн - Владимир Тикинев (Вăрнар поселокĕ), 3 – мĕш вырăн - Андрей Яковлев (Шупашкар хули).

Утмăл ҫула ҫитменнисен хушшинче: 1,2 – мĕш вырăнсем - Валерий Матвеев, Юрий Яковлев (Шупашкар хули), 3-мĕш вырăн -Сергей Кисилев (Вăрнар поселокĕ).

 Утмăл ҫултан аслăраххисем хушшинче: 1-мĕш вырăн - Георгий Никишов (Вăрнар поселокĕ), 2-мĕш вырăн - Михаил Илларионов (Ярмушка ялĕ), 3 –мĕш вырăн - Михаил Павлов (Хапăс ялĕ).

Нарăс уйăхӗнчи лăпкă ҫанталăк  куракансенне те, йĕлтĕр йĕрĕ ҫине тухнисен кăмăлне те ҫĕклерĕ. Таврана сарăлнă тутлă икерчĕ шăрши, пылак шыв пурне те хăйсен ҫывăхнелле туртрĕ. Вениамин Павлович Федоров пыл сĕрнĕ ҫăварни икерчипе хăналарĕ. Ҫакăн пек мероприятисем йĕркелесе ирттерекенсене, ачасене пĕчĕкренех спорта явăҫтарса сывă пурнăҫ ҫулĕ ҫине тĕрĕс утăм тума пулăшакансене, ашшĕ-амăшĕсем, ял-халăхĕ тав сăмахĕсем каларĕҫ.

 

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика