Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юпа уйăхӗн пӗрремӗшӗнче Ярмушка ял тăрăхӗнче ватă ҫынсен кунне чыслăн паллă турӗҫ.

10:52 01 октября 2014 г.

Юпа уйăхӗн пӗрремӗшӗнче Ярмушка ял тăрăхӗнче ватă ҫынсен кунне чыслăн паллă турӗҫ. Ирхине 11 сехетре Кушар-Юнтапа ялӗнчи культура ҫуртӗнче, 13 сехетре Ярмушкари вăтам шкулти актовăй залра ватă ҫынсене чысласа концерт кăтартрĕҫ. Ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Алексей Валентинович Петров, Вăрнар район пуҫлăхĕн ҫумĕ Николай Порфирьевич Петров, халăха социаллă пулăшу паракан районти пай пуҫлăхĕ Ирина Григорьевна Смолина, ветерансен ертўҫи Геннадий Илларионович Сорокин пуҫтарăннă пенсионерсене, вăрҫă тата ĕҫ ветеранĕсене Пĕтĕм  тĕнчери ватă ҫынсен кунĕ ячĕпе саламларĕҫ. Ҫак уяв Тăван ҫĕр-шыв ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕҫленĕ аслă ăрури ҫыннисене хисеп туса йышăннă кун, ăна Раҫҫейре 1992-мĕш ҫултанпа уявлаҫҫĕ.

Виҫĕ Юнтапа ялĕнчи хисеплĕ ватăсене «Хаваслă культработниксем» илемлĕ юрă-ташăпа саламланă, вĕри шўрпепе хăналанă хыҫҫăн  ватăсене чысласси Ярмушка ялне куҫрĕ. Уява вырăнти вăтам шкулти кĕҫĕн класс ачисем юрăпа саламласа малалла тăсрĕҫ. Вăйă картине тăрса ĕлĕк-авал вылянă «Ҫĕрĕ камра» вăййа вылярĕҫ. «Хаваслă культработниксем», «Утмăлтурат» ушкăнне ҫўрекенсем уяв ячĕпе саламласа илемлĕ юрăсем шăрантарчĕҫ. 

Техĕмлĕ шўрпе ҫисе хăналаннă хыҫҫăн, ветерансем хăйсем те юрра-ташша хутшăнса хавхаланчĕҫ. Ҫакăн пек уявсем ирттерсе халăха пĕрле пухса савăнтарнăшăн тав сăмахĕсем каларĕҫ. 

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика