Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Халĕ ветеринарсен те уяв пур

16:43 01 сентября 2014 г.

                                                                     

 

 Фоторепортаж 

Раççей ПрезиденчĕнВ.Путинăнуказĕпекилĕшÿллĕнвиçĕмкунрайонтиветеринари ĕçченĕсемпуçласахăйсенпрофессиллеуявнепаллă турĕç.

Калининăра пурăнакан Тамара Николаевна Вазанова акă Хапăсри ветеринари участокĕнче 34 çул тăрăшнă. Малтанхи вăхăтра ун тимлĕхĕнче «Трактор», «Самолет» тата Чапаев ячĕллĕ хуçалăхсен, çавăн пекех ку çывăхри ялсенчи уйрăм хуçалăхсен выльăх-чĕрлĕхĕ пулнă. Ĕçе чунтан юратнăран ĕç вырăнне нумай чухне çуран утма тивни те ним чухлĕ те кăмăлне хуçман унăнне. Малтанах вăл Элĕкри, кăштах Çавалкасри ветучастоксенче тимленĕ.

Уява Тамара Николаевнапа пĕр вăхăталла ĕçленĕ выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕсем вуннăн ытла килнĕ. Вĕсене яваплă та кирлĕ ĕçшĕн тав туса чечексемпе, парнесемпе чысларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов зала пухăннисен тивĕçĕпе районта выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси япăх мар пурнăçланса пынине каларĕ. Кăçалхи çур çулта сĕт туса илесси ÿснĕ, уйрăмах Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра. Сĕт продуктивлăхĕ районĕпе илсен 3800 килогрампа танлашать. К.Маркс ячĕллĕ, «Мураты», «Янгорчино» хуçалăхсен, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн кăтартăвĕсем ÿсĕмлĕ. Сĕт производствипе район республикăра хальлĕхе 4-мĕш вырăнта. «Ку енĕпе ĕçлемелли пур», - палăртрĕ Вячеслав Анатольевич. Аш-какай туса илессипе тата сутассипе Чăвашстат рейтингĕнче вăрнарсем виççĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Тĕп тĕллевре - выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварасси тата ÿстересси.

Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Геннадий Яковлев ветеринари тухтăрĕсен тĕп тĕллевĕнче выльăх-чĕрлĕхе ерекен чирсемпе чирлессинчен асăрхаттарасси, продукци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси пулнине палăртрĕ. «Сирĕн ĕç нихăш вăхăтра та çăмăл пулман, анчах та эсир хăвăр ума лартнă задачăсене яланах çÿллĕ шайра пурнăçлатăр», - терĕ вăл.

Ку професси ĕçченĕсем çулталăкне пиншер вакцинаци тăваççĕ, отрасльти профилактикăн çĕнĕ мелĕсене хăвăрт алла илеççĕ.

Чăваш ен ветеринари службин представителĕ Василий Трифонов профессилле уява çирĕплетни ветеринарсен ĕçне пысăка хурса хакланине палăртрĕ. Уява килнисене малашне те выльăх-чĕрлĕх, çынсен сывлăхĕшĕн, сĕтел çине таса та сывă çимĕç çитерессишĕн ырми-канми ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ. Вăл ку службăна аталантарассине пысăк тÿпе хывакансене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕн заместителĕ Георгий Иваничев, Кăмашри ветлечебница ертÿçи Елизавета Григорьева, Госветслужбăн Хисеп грамотине районти станцин тĕп бухгалтерĕ Галина Ананьева тивĕçрĕç. Чăваш ен ветеринари службин Тавĕсемпе ветеринарипе санитари экспертизин лаборатори ертÿçисене Марина Фирсована тата Леонид Прокопьева, ветстанцин ветфельдшерне Надежда Павлована, санитарне Светлана Попована тата  водительне Сергей Константинова, Уйкас Кипекри ветлечебница ертÿçине Галина Иванована, Кăмашри, Ярмушкари выльăх тухтăрĕсене Борис Леонтьева тата Ольга Владимирована пачĕç.

Район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçнисем: Лариса Абрамова тата Надежда Михайлова - Уйкас Кипекри, Любовь Иванова тата Альбина Семенова - Калининăри, Елена Борисова - Кульцаври выльăх тухтăрĕсем, Татьяна Филиппова - Кульцаври, Светлана Макарова Чăрăш Ишекри ветеринари пункчĕсен ертÿçисем.

Ветстанцин Хисеп грамотисемпе районти станцин ветврачĕсене Альбина Гурьевапа Анжелика Васильевана, водительне Андрей Николаева чысларĕç.

Ветеринари службин ветеранĕ Николай Егорович Егоров аслă ÿсĕмри ветеринарсен ячĕпе тухса каланă май, çамрăксене тивĕçе тÿррĕн пурнăçлама ыйтрĕ.

«Сирĕн пархатарлă ĕçе хакламасăр май çук - тăрăшулăхăра, тимлĕхе, профессионализма пула таса, пахалăхлă продукци çиетпĕр. Сирĕн ĕнисем яланах пăруллă, сыснисем йышлă ăруллă, пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхĕ сывă пулччăр», - тав турĕ «Янгорчино» хуçалăх председателĕ Геннадий Романов ку професси ĕçченĕсен çулталăкра пĕр кун та канма вăхăт çуккине палăртса.

Профессилле пĕрремĕш уявра ветеринари ĕçченĕсем районти культурăпа кану центрĕн артисчĕсен концертне пăхса савăнчĕç.

 

С.ЧИКМЯКОВА.

Вурнарский МО Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика