Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ярмушка ял тăрăхĕнче «Ял уявĕ» иртрĕ

12:08 07 июля 2014 г.

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Кушар-Юнтапа ялĕнчи культура ҫурчĕ умĕнче  Ярмушка ял тăрăхĕнче ҫулран-ҫулах иртекен  «Ял уявĕ» иртрĕ. Уява хатĕрленсе, артистсене юрласа – ташласа савăнма сцена, куракансене ларма саксем, вĕри шўрпепе хăналама сĕтелсем, саксем хатĕрлерĕҫ. Тĕрлĕ тĕслĕ вĕлкĕшекен ялавсем, шарсем уяв вырăнне илемлетрĕҫ. Ача-пăча теттисемпе, пылак шывсемпе, ҫимĕҫсемпе суту тăвакан лавккасем ҫывăхĕнчен те туянакансем татăлмарĕҫ. Алă ĕҫĕсен, сăн ўкерчĕксен куравĕсен умĕнче те уява пухăннă хăнасем тĕлĕнсе, ытараймасăр нумайччен киленсе пăхса тăчĕҫ.

Уява Ярмушка ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Алексей Валентинович Петров уҫрĕ, тивĕҫлисене тав хучĕсемпе, ҫырăвĕсемпе чысларĕ. Вăрнар район администрацин ҫумĕ Н.П.Петров, район депутачĕ Г.П.Спиридонов, ял администрацин депутачĕ В.Н.Анисимов уява килнисене саламларĕҫ, ăшă сăмахсем каларĕҫ.

Уяв программине ертсе пыракансем; Алена Спиридоновăпа Александр Иванов уява ирттерме укҫа-тенкĕрен пулăшнă  ҫынсене ятран асăнса тав сăмахĕсем каларĕҫ. Уйкас-Юнтапа ялĕнче ҫуралса ўсне Л.Б.Ракова, С.М.Сотникова, Н.В.Захарова, пĕр тăван А.И.Федотовпа Ю.И.Федотова тата ыттисене те  Юнтапа тăрăхĕнче туса ирттернĕ юсав ĕҫĕсенче пысăк пулăшу панăшăн тав сăмахĕ каларĕҫ.

Кушар-Юнтапа ялĕнче ҫуралса ўснĕ В.И.Перепелкин та уява пущă алăпа килмен. Вăл ялти клуба сарлака экранлă монитор парнелерĕ.

Концерт программине Ярмушкари ветерансен «Утмăлтурат» ушкăн «Алран кайми, аки-сухи» юрăпа уҫрĕ. Юрă пуҫлансанах пуҫтарăннă халăх  ура ҫине тăчĕ. Малалла уява вырăнти халăх фольклор ушкăнĕсем «Шурăмпуҫ», «Чашма», Уйкас-Юнтапа, Кушар-Юнтапа ялĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕсем, Авшак Элмен, Кивҫурт-Мăрат ялĕнчи шкул ачисем тăсрĕҫ. Ҫӗмӗрле, Элӗк районӗсенчен, Канаш хулинчен килнӗ «Россияночка» ансамбль та куракансене хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчӗҫ. Илемлӗ ҫи-пуҫ тăхăннă артистсем концерт программине тата та пуянлатрӗҫ.

Ҫак тăрăхра ҫуралса ўснĕ, 35 ҫул хушши чăваш радиопа телевидени хорĕнче юрланă искусство ĕҫченĕ Л.М. Кузнецова-Быкова,  Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ учителĕ, Раҫҫей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕҫченĕ Л.З.Киргизова халăх умне тухса ачалăхри кунсене, ҫамрăклăха ăшшăн аса илчĕҫ, юрăсем юрларĕҫ. Ярмушка ял тăрăхĕнче пурăнакан, ветерансем ҫинчен, вĕсен кун-ҫулне,  ҫак тăрăхра иртекен меропирятисене хаҫатсенче сырса кăтартакан Н.Налимова-Чудакова та ҫак уява хутшăнса ҫынсемпе тĕл пулса калаҫрĕ, вĕсен кăмăл-туйăмĕпе кăсăкланчĕ.

Хаваслă юрă-кĕвĕ янăранă вăхăтра спорт вăййисем те хастрар иртрĕҫ. Армрестлинг, гири, канат туртса, шашкăлла выляса, ҫемьесем хушшинче михĕпе сиксе ăмăртрĕҫ. Спорт вăййисене  ЧРСОО «Гвардеец» представителĕ Г.Г.Герасимов йĕркелесе пычĕ. Кĕрешўре палăрнисене хисеп хучĕсемпе, пĕчĕк парнесемпе чысларĕҫ.   

Аякранах куҫа илĕртекен батут умĕнчен ача-пăча татăлмарĕ. Техĕмлĕ шўрпе, шашлăк шăрши хăнасене сĕтел ҫывăхнелле туртрĕ. Уяв кунĕнче тўлевсĕр вĕри шўрпе ҫитернĕшĕн, уяв хăнисем, ҫак уява йĕркелекенсене те поварĕсене тав сăмахĕсем каларĕҫ.   

Чăваш Республикин тĕп хулинчен, Шупашкартан ҫитнĕ артистсене те Элменсемпе Юнтапасем кăмăллăн кĕтсе илчĕҫ. Сцена ҫине А.Федорова, В.Кузнецова, Д.Пугач юрлама тухсан куракансем вĕсемпе пĕрле ташласа савăнчĕҫ, хĕвел ансан, уявран тулли те хаваслă камăлпа килĕсене саланчĕҫ.    

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика