Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тÿлевсем – вăхăтра

09:29 15 июля 2015 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ирттернĕ черетлĕ планеркăра тĕп ыйтупа Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн пуçлăхне Людмила Редькована итлерĕç.

Паянхи кун тĕлне районти 10 пин те 206 çын пенси илсе тăрать. 2014 тата 2015 çулсенчи индексацисене пула кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ун вăтам виçи 9972 тенкĕ те 23 пуспа танлашать. Патшалăхăн вăтам пенсийĕ 7082 тенкĕ те 63 пус. Федераллă социаллă хушма тÿлеве пурнăçлама тăкаксен калăпăшĕ 6,1 млн тенкĕпе танлашнă. Пĕтĕмĕшле пенси тивĕçтерĕвĕн тăкакĕсем пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 13,2 процент ÿснĕ – 589,7 млн. тенкĕ.

Çамрăк çемьесем амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе анлă усă кураççĕ. Ултă уйăхра патшалăх сертификатне 43 çемье туллин çаврăнăша кĕртнĕ. 304 çын пĕр хутчен паракан 20 пин тенкĕне илме заявлени çырнă.

Людмила Леонидовна хăш-пĕр уйрăм предпринимательсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем, ытти организацисем страхлакан взноссене хывманнине пăшăрханса каларĕ.

Районта фельдшерпа акушер пункчĕсен строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Кăçал вĕсем Шăхальте, Енĕшре, Чăрăш Ишекре уçăлмалла.

Леонид Николаев пĕлтерĕшлĕ тепĕр объект çинче те чарăнса тăчĕ. Августра Вăрнарта 145 вырăнлă «Ручеек» ача сачĕ уçăлмалла. Кунта шалти ĕçсен юлашки тапхăрĕ пырать.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика