Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Анлăн паллă турĕç

09:07 15 июля 2015 г.

Çĕн Сăрьел ялĕ 225 çул тултарнине пĕтĕм халăхпа уявларĕç

Сцена çине сумлă хăнасем хăпарчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхне Леонид Николаева салам сăмахĕсене итленĕ хыççăн тÿрех ямарĕç, уява йĕркелекенсем Юрийпе Леонид Ивановсем чăваш тĕрриллĕ кĕпе тăхăнтартрĕç.

Ял çыннисен ăшпиллĕхĕ, ĕçченлĕхĕ пирки Уйкас Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Петров, вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн председателĕ Андрей Васильев, Красноармейскинчи Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Степанов чылай ăшă сăмах каларĕç.

Ку ялта çуралса ÿснĕ çыравçăн, журналистăн Серафим Ефимовăн истори материалĕсем чылай, вăл илсе кăтартнă хăш-пĕр самантсем праçнике килнисене те тыткăнларĕç.

Юбилей сценине чăваш эстрада артисчĕсем йышăнсан куракансем те чăтса тăраймарĕç – пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Ачасемшĕн те савăнăç пулчĕ, вĕсем валли тĕрлĕ аттракцион ĕçлерĕ.

Пĕртăван Ивановсем ялти чи кĕçĕн ачасене – Егор Егоровпа София Иванована, чи аслă çынсене – Федор Гервасьевпа Валентина Ефимована парнесемпе тивĕçтерчĕç.

Иртнĕ çул çĕнĕ çуртсем çĕкленĕ Надежда Кузьмина, Василий Владимиров, çĕн пÿрт кĕрекине хăна пухма хатĕрленекен Татьянăпа Иван Егоровсем, Алексей Батьков, Федосия Иванова, нумай ачаллă амăшĕ Любовь Зайцева та парнеллĕ пулчĕç.

Ивановсем – ялти хисеплĕ çемье. Уява йĕркелекенсен амăшĕ Федосия Константиновна çĕвĕçре ĕçленĕ, Уйкас Кипек ял Совечĕн депутачĕ пулнă, пенсие тухиччен ял Советĕнче секретарьте тимленĕ. Ашшĕ, Геннадий Иванович, ĕмĕрĕпех «Звезда» колхозра трактористра тата комбайнерта тăрăшнă. Шел, вăл пилĕк çул каялла пурнăçран уйрăлса кайрĕ.

Уявра ытти хăнасем те саламланă хыççăн çавăн пекех çамрăк мăшăра – Татьянăпа Сергей Шакировсене те чысларĕç. Концерта Çĕн Сăрьел хĕрачи, тин кăна артисткăна вĕренсе тухнă, халĕ çамрăксен театрĕнче вăй хуракан Алина Зайцева ертсе пычĕ.

Ял çыннисем, хăнасем спорт мероприятийĕсенче, хаваслă стартсенче ăмăртса киленчĕç.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика