Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кăвайт чĕртиччен шухăшла…

16:46 26 июня 2015 г.

ЧР Правительствин 163-мĕш постановленийĕпе килĕшÿллĕн пирĕн республикăра кăçалхи май уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пушара хирĕçле ятарлă режим çирĕплетнĕ. Ку режим халĕ те сыхланса юлать, мĕншĕн тесен çанталăк шăрăх тăрать.

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем пушар тухас хăрушлăх пысăккине (IV–V класли чухне) шута илсе халăха вăрмана кĕмешкĕн чарма пултараççĕ. Ятарлă режим требованийĕсене пăхăнас тĕллевпе ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви вăрмансене кĕнĕ çĕрте 29 тĕрĕслев пункчĕ йĕркеленĕ, çула пÿлес тесе 112 шлагбаум вырнаçтарнă, лаптăксене патрульлемешкĕн 26 ушкăн (вĕсен йышĕнче полици ĕçченĕсем те пур) туса хунă. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ вут-çулăма сÿнтермелли хутăшсен хушма резервне хатĕрленĕ.

Çак тапхăрта çынсен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене уйрăмах çирĕп пăхăнмалла: вăрман фончĕн çĕрĕсем çинче тата вĕсен çумĕнчи территорисенче кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат хатĕрлеме (тĕслĕхрен, шашлăк ăшалама), йăлари хытă каяша, çÿп-çапа, типнĕ курăка çунтарма, сигарет тĕпне сÿнтермесĕрех пăрахма юрамасть. Ку ĕçсене ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсем çинче тата дача участокĕсенче те тума чарнă. Çакăн пирки çынсене вут-çулăмпа кĕрешекенсем профилактика рейчĕсен вăхăтĕнче тăтăшах аса илтереççĕ. Вăрман территорийĕсене тата ял-поселока хуралламашкăн полици, пушар хуралĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсенчен 120-е яхăн ушкăн йĕркеленĕ. Çавăн пекех пушарнăйсен ирĕклĕ дружинисем те дежурствăна тухаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ – типнĕ курăка е çÿп-çапа вут тивессине асăрхаттарасси, унсăрăн «хĕрлĕ автан» вăрман çине куçас, тавралăха е халăха пысăк сиен кÿрес хăрушлăх пур-çке. 2010 çулхи çулла çанталăк шăрăх та типĕ тăнăран чылай регионта вăрман пушарĕсем алхаснине нумайăшĕ халĕ те астăвать пулĕ-ха.

Ятарлă режим вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнмасан РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексăн 20,4 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн административлă майпа штраф тÿлеттерме пултараççĕ: граждансене – 2 пин тенкĕрен пуçласа 4 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене – 15 пин тенкĕрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене – 400 пин тенкĕрен пуçласа 500 пин тенкĕ таран. Унсăр пуçне çак правилăсене пăснăран пушар тухсан, вут пурлăха пысăк сиен кÿрсен тата çынсем вилсен е гражданин ятарласа вут тĕртсен ăна уголовлă майпа та явап тыттарма пултараççĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика