Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вите тăррине сÿнĕшĕн

10:43 27 июня 2015 г.

Вăрнар район сучĕ çула çитмен икĕ çамрăк тĕлĕшпе приговор йышăннă. 1998 тата 1999 çулсенче çуралнă каччăсем суд тенкелĕ çине «Победа» хуçалăхăн ĕçлемен выльăх-чĕрлĕх комплексĕн алюмини листисене сÿтсе сутнăшăн лекнĕ.

2014 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче икĕ каччă калаçса татăлса кăнтăрла Рункă ялĕ çывăхĕнчи вите тăрринчен тĕрлĕ виçеллĕ 10 листа сÿнĕ. Пĕр килограмм алюмини листи 56 тенкĕ тăнипе шутласан хуçалăха 4480 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Янтă укçа илĕртнех ĕнтĕ, тепĕр икĕ кунтан çамрăксем каллех каварлашса çак вите патне çул тытнă, ку хутĕнче каллех вунă листа йăкăртнă. Тăкакĕ – 4200 тенкĕ.

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче каллех вăрра тухнă вĕсем. «Победа» хуçалăхăн ку вите тăрринчен 3976 тенкĕлĕх тата тăхăр листа хăйпăннă.

Çапла туссем хуçалăха 12656 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Суд тенкелĕ çине ларнисем хăйсен айăпне йышăннă. Вĕсем çак ферма никама та пăхăнмасть тесе шутланă иккен. Вăрланă листасене ял çыннин машинипе кашнинчех Вăрнарти пĕр усламçа кайса сутнă, «таварĕ» килĕнчи тесе суйнă. Пĕтĕмпе 7400 тенкĕлĕх.

Суд çула çитмен çамрăксене Раççей Уголовлă кодексĕн 158-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн «а» пункчĕпе – маларах калаçса татăлса ют пурлăха вăрланăшăн – айăпланă. Каччăсем хăйсен айăпне йышăннине тата çакăншăн куляннине, вунсакăр çул тултарманнине шута хурса 17-ри çамрăка 3000 тенкĕ, 16-ри çамрăка 2000 тенкĕ штраф хунă. Паллах, вĕсен çуралнă тăрăхран ирĕк илмесĕр тухса çÿреме ирĕк çук. Алюмини листисене хуçалăха каялла тавăрса панă.

С.СТЕПАНОВ,

ШĔМ-н «Вурнарский» пайĕн следстви уйрăмĕн следователĕ юстици майорĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика