Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăррăн пурпĕр шалчи тулать…

16:42 26 июня 2015 г.

Вăрнарта вăтăр çул ытла пурăнатпăр. «Ласточка» садра пĕчĕк çĕр лаптăкĕ пур. Эпир кашни кун ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе çитеркелесе пурăнаканскерсем, çынсем ретлех хамăр валли пахча-çимĕç туса илес тесе тăрмашатпăр.

Халĕ темиçе çул пурăнмалăх вăй-хал пĕтрĕ пулĕ. Ĕмĕрте çынăнне йĕп те тĕкĕнмен, хамăр ялан такама та пулăшнă. Çумăр çунă кун, иртнĕ ытларикун, пахчара пÿрт çăрине çĕмĕрсе кĕрсе хуçалăхра кирлĕ япаласене веçех илсе тухса кайнă: 2 кĕреçе, нăрăсенчен сапмалли аппарат, мăлатук, пуртă, ал пăчки, плоскогубцы, çăлран шыв кăлармалли вĕрен, çĕçĕ, хачă, аптечка. Эпир машинăллă мар та, кĕреçесене те, нăрăсенчен сапмаллине те, пуртти-пăчкине те яланах велосипед çине çыхса илсе килекенччĕ. Çак кунсенче хамăрах тимсĕр пултăмăр-ши; Шеремет çынни, икĕ ручка пурччĕ – вĕсене те йăкăртнă. Шкапран тумтирсене урай варрине кăларса пăрахса хăварнă. Тăранчĕ пулĕ ĕнтĕ çав çăхан (урăхла калама чĕлхе çаврăнмасть) пирĕн япаласене илсе кайса. Вĕсене, паллах, çуран йăтса кайман пулĕ. Вăррăн пурпĕр шалчи тулать теççĕ-ха...

Мĕн çитмест-ши пире пурнăçра? Ытла нимрен те хăрамастпăр-шикленместпĕр-çке. Паллах, эпир мăшăрпа иксĕмĕр уншăн куççуль юхтарса, кăшкăрса çÿреместпĕр. Сывлăх, ал-ура тĕрĕс-тĕкел пулсан ĕç хатĕрĕсене татах туянăпăр, унсăрăн пахчара ним тума та çук. Ют çын килне е пахчине, алăк çăрине уçса-çĕмĕрсе кĕрекен вăррăн пурнăçĕ малашлăхра еплерех çаврăнса тухĕ-ши? Тирпейлĕ пахча, дача çын пуян пурăннине пĕлтермест. Тĕрĕссипе каласан, пирĕн унта хамăра май тирпейлĕх, тасалăх хуçаланать.

«Çĕмĕрсе кĕрсе пăхас-ха, йăкăртмалли мĕн пур кусен?», – тесе антăхнă-ши çав чыссăр çын...

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика