Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă, хăюллă…

09:23 23 июня 2015 г.

Районти шкулсенчен ку кăларăмпа вĕренсе тухнă çамрăксем пирки ку списока тата тăсма пулать. 161 хĕрпе каччăран нумайăшĕ – тĕрлĕ шайри предмет олимпиада-конкурссен, спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем, культурăпа массăллă мероприятисен хутшăнуçисем

31-шĕ вара – вĕренÿ хастарĕсем. Эрнекун районти культура çуртĕнче иртнĕ балра вĕсене «Вĕренÿри уйрăм хастарлăхшăн» медальсемпе чысларĕç. 10 медалист – Вăрнарти 1-мĕш шкултан, 5-шĕ – Кÿстÿмĕрти, 4-шар – Кĕçĕн Кипекри тата Çĕрпелти, 2-шер – Калининăри тата Вăрнарти 2-мĕш, пĕрер – Аçăмçырминчи, Вăрман Кипекри, Мăн Явăшри тата Санарпуçĕнчи шкулсенчен.

Шкултан тухакансене саламланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова шкулти пуçарулăха, пултарулăха, хастарлăха ĕмĕрлĕх сыхласа хăварма, тĕллевсем патне çирĕп утма ăнăçу сунчĕç.

Районти культура çуртĕнчен Вăрнарти тĕп площаде çити утса иртнĕ хыççăн çамрăксене хаваслă уяв программи кĕтрĕ. Кунти конкурссенче те хастар пулчĕç вĕсем. Аçăмçырминчи Иван Сергеев акă пурне те лезгинка ташшипе тыткăнларĕ.

Канмалли кунсенче шкулсенче балсем иртрĕç. Умра – тата хĕрÿ тапхăр. Вăрнар çамрăкĕсем аслă шкулсенчи вырăнсемшĕн «кĕрешĕç».

С.ЧИКМЯКОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика