Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Виçĕ чемпион

09:18 23 июня 2015 г.

Кĕçнерникунпа эрнекун Çĕмĕрлере çуллахи полиатлон енĕпе иртнĕ Чăваш ен чемпионачĕпе первенствинче Вăрнар спортсменĕсем лайăх кăтартусемпе палăрнă.

Уйрăмшар зачетра 14–15 çулхи хĕрсем хушшинче Калининăри Екатерина Судова, 40–49 çулхисен ÿсĕмĕнче Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Галина Павлова, Ярмушкари Надежда Лаврентьева чемпионсем пулса тăнă. Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Коллективсем хушшинче Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн команди иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Пĕтĕмĕшле зачетра Вăрнар районĕн пĕрлештернĕ команди тăваттăмĕш вырăнта.

ххх

Вăрнарти «Химик» стадионта футбол енĕпе ачасен ял командисем хушшинче иртнĕ футбол вăййисенче сакăр район команди тупăшнă. Район чысне хÿтĕлесе «Гвардеец» çамрăкĕсем çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, августра Шупашкарта иртекен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăнма тивĕçнĕ. Тренерĕ – Геннадий Герасимов.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика