Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чĕре Раççей спортсменĕсемшĕн тапрĕ

09:13 23 июня 2015 г.

Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Европăн команда чемпионачĕн суперлиги çĕр-çĕр çыннăн чунĕнче ырă туйăм хăварчĕ

«Олимпийский» стадион виçĕ кун вунă ытла чĕлхепе янăраса тăчĕ. Ют çĕршыв çыннисене стартра кăна мар, трибунăсем çинче те курма тÿр килчĕ.

Ăмăрту тапхăрĕсем çав тери шăрăхра иртрĕç пулин те спортсменсем те, куракансем те çунтаракан хĕвелтен хăрамарĕç.

Стадионта атлетсем пĕр вăхăтрах тĕрлĕ тĕсре тупăшрĕç. «Тăван килте» иртнĕрен уйрăмах трибунăсенчен «Раççей! Раççей!» тесе туслăн кăшкăрни ытларах илтĕнчĕ. Чăн та, Раççей спортсменĕсем старта тухсан чĕре хытăрах тапма тытăнчĕ, чунпа вĕсемпе тан тупăшнăн туйăнчĕ. Хăш-пĕр тĕсре пирĕн спортсменсем малти вырăнсене çухаткаларĕç пулин те пĕтĕмпе Раççей команди пурпĕр мала тухрĕ. Çак вăхăтри хăпартланăва сăмахпа çырма çук. Вĕçĕ-хĕррисĕр савăнăç.

Тÿрех палăртма кăмăллă, чăваш спортсменки Анжелика Сидорова пĕрремĕш куннех командăна «ылтăн» парнелерĕ. Хĕрарăмсем хушшинче шăчăпа сикессипе чи лайăх результат кăтартрĕ – 4 м 70 см.

Пĕтĕмĕшле илсен 40 тĕсре Раççейĕн пĕрлештернĕ командин енчĕкĕнче 10 ылтăн, 7 кĕмĕл тата 3 бронза. Тĕп конкурентсенчен, малтанхи кунне лидерсен йышĕнче пынă Германи тата Франци командисенчен, 22 тата 49 очко ытларах: 368,5.

– Команда çав тери чаплă результатсем кăтартрĕ. Икĕ кун хĕрÿ тупăшусем пулчĕç, анчах та эпир финишра пуринчен те иртсе кайрăмăр, уйрăмах нимĕçсенчен. Иртнĕ çулхи парăнушăн реванш илтĕмĕр, çитменнине – килте, – пĕлтерчĕ журналистсене çĕршывăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ, Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский.

Йĕрке тăрăх, 10–12-мĕш вырăнсене тухнă Швеци, Финлянди тата Норвеги командисем суперлигăран тухса ÿкеççĕ, çитес чемпионатра вĕсем вырăнне аслă лигăри командăсем тупăшĕç. Аса илтерме, Шупашкарти Европа чемпионатĕнче мала тухнă тата кая юлнă çĕршывсемсĕр пуçне Польша, Великобритани, Итали, Украина, Испани, Беларусь командисем те кĕрешрĕç.

Медальсен 70 комплекчĕн çĕнтерÿçисене Европăри çăмăл атлетика ассоциацийĕн президенчĕ Свейн Арне Хансен, Раççей Спорт министрĕ Виталий Мутко, Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ытти чаплă хăнасем чысларĕç.

Республикăшăн çав тери сумлă ăмăртăва курма вăрнарсем те çул тытрĕç. Раççей командишĕн «чирлекенсен» йышĕнче район администрацийĕнче, Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче тимлекенсем йышлăн пулчĕç.

С.ЧИКМЯКОВА.

Сăнÿкерчĕкĕсем авторăн.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика