Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Европа призерĕ

10:44 17 июня 2015 г.

Вăрнарта пурăнакан вунă çулхи Танзиля Замалиева шашка енĕпе каллех Европа шайĕпе тĕлĕнтерчĕ. Сочире май уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 8-мĕшĕччен пынă турнирсенче вăл çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарнă.

Вунпĕр куна тăсăлнă вăйăсенче Танзиля шашкăн темиçе тĕсĕнче те тупăшнă. Григорий Иванович Степановăн вĕренекенĕ Р.Р.Артутюняна, Ю.Н.Павлова тата И.П.Козлова асăнса ирттернĕ пĕтĕм тĕнчери турнирта уйрăм зачетра иккĕмĕш вырăн йышăннă.

2005–2006 çулсенче çуралнă хĕрачасем хушшинчи IX Европа первенствинче вара классика вăййинче бронза призер пулса тăнă. Ку тĕсре вăл Шупашкарти Анита Немцевапа Ульяна Минеевана кăна выляса янă. Турнира вара 20 ытла çамрăк хутшăннă.

Танзиля çиçĕмле вăйăра (пĕр парти – 3 минут) пиллĕкмĕш, хăвăрт вăйăра (10 минут) улттăмĕш пулнă.

Çакна та каламалла. Вăрнар районĕн çамрăкĕсене нумай çул шашка ăсталăхне хăнăхтарнă, республика чемпионĕсемпе тĕнче призерĕсем çитĕнтернĕ тренер халĕ Хусанта ĕçлесе пурăнать. Маларахри çулсенче Григорий Ивановичăн вĕренекенĕсем çичĕ çул харăс Чăваш ен чемпионĕсем пулнăччĕ. Халĕ ун патĕнче ăсталăха туптакан кÿршĕллĕ республика ачисем те тĕрлĕ турнирсене парăнтараççĕ. Сочине илсе кайнă унăн икĕ воспитанникĕ те чемпионсем пулса тăнă.

Григорий Иванович пултаруллă ачасене ÿсме пулăшакан çынсене чĕререн тав тăвать. Аякри çула тухма вĕсене хальхинче те Шупашкарти «Компания БКМ» тулли мар яваплă общество директорĕ Сергей Сорокин спонсорла пулăшу панă.

С.ЧИКМЯКОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика