Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Экскурси ĕмĕтсем çуратрĕ

10:43 17 июня 2015 г.

Хамăр тавракурăма аталантарас тата патриотизм туйăмне вăйлатас тĕлĕшпе экскурси йĕркелерĕмĕр. Спонсорсем пулăшрĕç. Хамăрăн кÿршĕсем патĕнче, Мари Эл Республикинче, пулса куртăмăр.

Кунта Раççей Федерацийĕн ФСБ авиаци базинче тĕрлĕ вертолетсемпе, самолетсемпе паллашрăмăр. Пилотсен ĕçĕ çинчен нумай пĕлсе килтĕмĕр. Нумайăшĕн пĕлĕте çĕкленсе курас туйăм çуралчĕ. Тен, ÿссен пирĕнтен кам та пулин авиатор ĕçне суйласа илсе çĕршыва усăллă пулĕ.

Афган вăрçинче пуç хунă герой-авиаторсен ячĕпе хывнă палăк умĕнче вĕсен паттăрлăхĕ çинчен пĕлтĕмĕр. Кун пек палăк Раççей Федерацийĕнче урăх çук та иккен.

Мари Эл Республикин тĕп хули чăннипех тĕлĕнтерчĕ. Пирĕншĕн, кунта пĕрремĕш хут пулса куракансемшĕн, вăл Мускаври Хĕрлĕ площадьпе тата Францири Версальпех танлашрĕ. Кокшага юханшыв хĕрринчи архитектура ансамблĕпе нумайччен киленсе çÿрерĕмĕр.

Киле тулли кăмăлпа тата хавхалануллă туйăмпа таврăнтăмăр.

Çак экскурсие йĕркелеме пулăшнăшăн Вăрнар районĕнчи пограничниксен çамрăк тусĕсен отрячĕн штаб начальникне Юрий Никифорова тата автобус водительне Олег Краснова тав сăмахĕ калатпăр.

Инесса ЕГОРОВА тата Эльза МАШИНОВА,

Хапăсри вăтам шкулти

пограничниксен çамрăк тусĕсен отрячĕн членĕсем.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика