Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Апатпа наркăмăшланас мар тесен

10:32 17 июня 2015 г.

Çуллахи вăхăтра ахаль тата пылак шыв нумай ĕçнипе, чĕрĕ улма-çырла, санитари нормисене тивĕçтермен фастфудсем çинипе час-часах наркăмăшланма тата вар-хырăма инфекци ертме пулать.

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн мониторингĕ тăрăх, кăçалхи тăватă уйăхра республикăра пыршă инфекцийĕпе чирленĕ 3612 тĕслĕхе шута илнĕ.

– Наркăмăшлантаракан тата инфекци чирĕсем (сальмонеллез, дизентери, вирусла А гепатит) пуçаракан продуктсем шутне хăймапа е майонезпа хутăштарнă салатсем, кремлă кондитер изделийĕсем, шаурма, котлетсем, рулетсем, паштетсем, студень кĕреççĕ, – палăртать управленин эпидемиологи асăрхавĕн тата санитари хÿтĕлевĕн пайĕн тĕп специалисчĕ Наталья Гимранова. – Вар-хырăм улма-çырлана çумасăр, çĕрме пуçланине е хуппи айăпланнине çисен те пăсăлать.

Наркăмăшланас мар тесен апат продукчĕсене сутма ирек паман вырăнсенчен е палламан çынран илме юрамасть. Уйрăмах сĕт-хăймана, тăпăрчăна, килте консервланă продуктсене. Маркировка этикетки çук е упаковка пăсăлнă, срокран тухнă таварсем те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Паллах, апат çийиччен е хатĕрличчен алă çумаллине манмалла мар. Вар-хырăм пăсăлсан, температура хăпарсан тухтăр патне каймалла. Çак сĕнÿсене шута илни сывлăхăра упрама май парĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика