Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ачасем хÿтлĕхе туйса ÿсчĕр

09:10 03 июня 2015 г.

Виçĕмкун Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе районта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç

Район администрацийĕн загс пайĕнче нумай ачаллă çемьесене чысланă. Республикăри амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене тăваттăмĕш ачашăн Алина Айсина тата виççĕмĕш ачашăн Наталия Ефимова тивĕçнĕ.

Çавăн пекех çак кун иккĕмĕш е хыççăнхи ачасемшĕн виçĕ çемьене патшалăхăн амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене панă. Пулăшу виçи 453 пин те 26 тенкĕпе танлашать.

Каçхине вара поселокри тĕп площадьре ачасене савăнăçлă парне кĕтрĕ. Районти культура çуртĕнче тимлекенсем хаваслă программăпа кĕçĕннисене тĕрлĕ конкурс-вăйăра савăнтарчĕç, юмахри сăнарсемпе паллаштарчĕç. Пĕчĕк артистсем – Хăмăшран, Мăн Явăшран, ÿнер шкулĕнчен, ача-пăча пултарулăх çуртĕнчен – юрă-ташă парнелерĕç. Арçын ачасемпе хĕрачасем асфальт çинче тĕрлĕ ÿкерчĕксем турĕç.

Ачасен кунĕ – кĕçĕннисемшĕн уяв çеç мар, вăл обществăна çула çитменнисен прависене хÿтĕлемеллине аса илтерекен пулăм та.

Чăваш енре паян кашни 15-мĕш çемье виçĕ е ытларах ача çитĕнтерет. Йышлă çемьесем вара пĕтĕмпе 10 пин ытла, вĕсенче 33 пин ача ÿсет.

Нумай ачаллă çемьесен йышĕ пысăкланни республикăра виççĕмĕш е хыççăнхи ачасемшĕн паракан 100 пин тенкĕлĕх амăшĕн капиталне (2012 çултанпа 7868 сертификат панă), уйăхсерен паракан укçа тÿлевне (2013 çултанпа 4911 çемье илсе тăрать) пани, çавăн пекех çĕр лаптăкĕсем (2011 çултанпа 3331 çемье илнĕ) уйăрнипе çыхăннă.

Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун тĕлне Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕ кĕçĕннисен прависене хÿтĕлессипе тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.

Следстви управленийĕ çула çитмен ачасем тĕлĕшпе тунă преступленисене пĕрне те асăрхавсăр хăвармасть. Инкеке лекнисен прависене тата саккунлă интересĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе ытти структурăсемпе тата ведомствăсемпе тачă çыхăнса ĕçлет: Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе тата социаллă аталану, Вĕрентÿ министерствисемпе, ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйпе, Шупашкарти волонтер центрĕпе, Чăваш енри Росздравнадзор управленийĕпе, паллах, Чăваш ен прокуратурипе тата республикăри Шалти ĕçсен министерствипе.

Пĕлтĕр следстви управленийĕ çула çитмен 173 ача тĕлĕшпе тунă 179 уголовлă ĕç пуçарнă тата ытти право хуралĕн органĕсен производствине тăснă (2013 çулта –176). Кăçал ку тапхăрта – 41 ача тĕлĕшпе 54 ĕç.

2014 çулта преступленисенче çулталăкченхи 13, 1–14 çулсенчи 88, 14–17 çулсенчи 72 ача инкек тÿснĕ. Кăçал ку цифрăсем çапла: 5, 24 тата 12.

Иртнĕ çул ар çыхăнăвĕ сĕмĕллĕ преступленисенче 62 ача шар курнă, 35-шĕ – 14 çула çитмен ачасем. Кăçалхи пилĕк уйăхра хăрушă ĕçсене 7 ача лекнĕ, виççĕшĕ 14 çул та тултарман.

Кĕçĕннисем час-часах аслисен ăссăрлăхĕнчен айăпланнине кура Раççей следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕнче 2012 çултанпа кунĕн-çĕрĕн «Ача хăрушлăхра» телефон линийĕ ĕçлет: 8(8352) 45-23-99. Çак çыхăну каналĕ инкеклĕ фактсене хăвăрт уçма тата вĕсене çийĕнчех асăрхаттарма май парать.

С.ЧИКМЯКОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика