Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чаплăран та чаплă уявларĕç

09:07 03 июня 2015 г.

Темиçе кун иртнĕ пулин те Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн 85 çулхи юбилейне тата Химик кунне пĕрлештернĕ уяв сĕмĕ халĕ те чунра хăпартлану туйăмне чакармасть. Чаплăран та чаплă, тĕлĕнмеллерен те тĕлĕнмелле иртнĕрен ĕнтĕ

Мĕн чухлĕ пуçарулăх, мĕн чухлĕ çĕнĕ шухăш, мĕн чухлĕ ĕç хывнă ăна йĕркелекенсем! Импровизациленĕ куравах ак мĕне тăрать. Стадион варринче «çĕкленнĕ» видеоэкранлă ту завод йĕркеленĕвĕпе аталанăвĕн кашни тапхăрне сăнларĕ. Акă рабочисем Йăрар тăвайккинче фосфорит рудине кăлараççĕ... Çамрăксем каннă вăхăтра футбол выляççĕ... Тăван çĕршыв çине фашистсем тапăнаççĕ – завод ĕçченĕсем фронта тухса каяççĕ. Кунта вăрçă нуши валли термит хатĕрлеме тытăнаççĕ... Вăрçă хыççăн завод ял хуçалăхĕ валли продукци кăларма пуçлать... Аркануллă 90-мĕш çулсем... Хими завочĕ «Август» Фирмăн филиалĕ пулса тăрать, производствăн çĕнĕ технологине ĕçе кĕртет... Хăвата ÿстернипе пĕрлех кунта спорт, культура вăйлă аталанаççĕ...

Театрализациленĕ курава Вăрнар химикĕсем, поселокри шкул ачисем, районти культура ĕçченĕсем, «Князевъ» каскадерсен ушкăнĕ хутшăнчĕç. Массăллă представление хăйсен «ташшипе» хутшăннă погрузчиксем те пурне те тĕлĕнтерчĕç.

Уяв, тĕрĕссипе, пуçламăшĕнченех тыткăнларĕ. Ăна «Вышел зонтик погулять» конкурса хутшăнакансем утса иртнипе уçрĕç. Вăрнар химикĕсен таланчĕ ăс-тăн шухăшлавĕнче те пысăк пулни тĕрлĕ енлĕ илемлетнĕ сунчăксене пăхсанах паллă пулчĕ: мĕн тĕрлĕ материалпа усă курман-ши? Чечексем, хутаçсем, пластмасс, хăмпăсем, чăрăш лăссисем...

Хыççăн парада производство флагманĕсем, цехсенче ĕçлекенсен, «Август-Бел», «Август-Москва», Казахстанри филиал химикĕсен, ветерансен колоннисем илемлетрĕç.

– Кăçал юбилейсен çулталăкĕ: Вăрнарти хутăш препаратсен заводне 85 çул, «Август» Фирмăна – 25 çул, вăл Вăрнарти заводпа пĕрлешсе ĕçлеме пуçланăранпа 20 çул. Ку çеç те мар, нумаях пулмасть Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне паллă турăмăр. Вăрнартан, вăл шутра заводран та, фронта нумаййăн тухса кайнă, чылайăшĕ таврăнман. Ветерансене пысăк тав... Эпир унчченхи заводпа мухтанатпăр, хальхипе те мăнаçланатпăр. Палăртма кăмăллă, Раççейри кашни 5-мĕш гектар çĕр çинче «Август» препарачĕсемпе усă кураççĕ. Хамăр çĕршывра çеç мар, Латинла Америкăра та, Эквадорта та, Колумбире, Бразилире, Сербире, СНГ çĕршывĕсенче те ... – терĕ вăрнарсене саламланă май «Август» Фирмăн генеральнăй директорĕ Александр Усков.

Юбилейпе тата профессилле уявпа пухăннисене «Августăн» Вăрнарти филиал директорĕ Владимир Свешников, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Экономика министрĕн заместителĕ Виталий Емельянов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Чугаров, «Август-Бел» завод директорĕ Евгений Плоттинов саламларĕç.

Уяв программине пултарулăх ушкăнĕсем тăсрĕç. Компанин тĕп офисĕнче, филиалĕсенче тăрăшакансем КВН номерĕсемпе паллаштарчĕç, ал ĕçĕсен куравĕсем, тĕрлĕ аттракционсем ĕçлерĕç.

Юбилей каçхи 11 сехетченех тăсăлчĕ. Пысăк сцена çинчен Раççей эстрада çăлтăрĕсем – Сергей Лазарев тата «На-На» ушкăн – саламларĕç. Программăна пĕтĕмлетекенни тÿпене çĕкленнĕ фейерверк пулчĕ.

Химиксем кăтартуллă ĕçлеме (чи маттуррисем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç) пултарнине çеç мар, кăтартуллă канма та пĕлнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.

Вырсарникун Вăрнара килнĕ пысăк делегаци завод ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, «Химик» стадионта футбол тупăшăвĕ пулчĕ...

С.ЧИКМЯКОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика