Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шыва кĕме кайсан тимлĕх пирки ан ман

09:05 03 июня 2015 г.

Шыва кĕмелли сезон уçăлчĕ. Чăваш енре 15 пляжран 11-шне официаллă хута яма йышăннă: 5-шĕ – Шупашкарта, çавăн пекех Шупашкар районĕнчи «Солнечный берег», Засурьери «Сурские зори», «Белые камни» лагерьти, Куславкка, Етĕрне, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи пляжсем.

Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ кăçал шыва кĕмелли тапхăрта республикăра ятарласа йĕркеленĕ 47 пляж, шыва кĕмелли тата халăха канмалли вырăнсем уçассине пĕлтернĕ. Çав вăхăтра Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк тата Тăвай районĕсенче, çавăн пекех Канашпа Çĕмĕрле хулисенче шыва кĕмелли тапхăр тĕлне çакнашкал вырăнсем йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлемен.

Çынсем нумай чухне ятарласа уйăрман шывсенче те чăмпăлтатма хăрамаççĕ. Çавна пулах ав май уйăхĕн 31-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи пĕр ял пĕвинче 26-ри çамрăк путса вилнĕ. Юлташĕсемпе ĕçсе ÿсĕрĕлнĕскер, чăмнă та урăх тухайман. Ун ÿтне республикăри шыравпа çăлав службин водолазĕсем туртса кăларнă.

Çав кунах алкоголь ĕçнипех Шупашкар районĕнчи 34-ри хĕрарăм шывра чыхăнса вилнĕ.

Пĕр кун маларах Канаш районĕнчи пĕвере 5 çулхи арçын ачан пурнăçĕ татăлнă. Кĕпер урлă велосипедпа каçаканскер, рулĕ пăрăнса кайнипе шыва ÿкнĕ, çăлăнайман.

Çакнашкал инкексем ан пулччăр тесе Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ юханшывсемпе пĕвесем çинче асăрхануллă пулма ыйтать. Ачасене нихăçан та асăрхавсăр ан хăварăр. Тимсĕрлĕх хакла ларма пултарать.

Правилăсене ан манăр:

- ятарлă вырăнта шыва кĕнине нимĕн те çитмест,

- хĕвеллĕ, çилсĕр, шыв 17–19 градусран, сывлăш температури 20–25 градусран сивĕ мар çанталăкра шыва кĕме юрать. 10–15 минутран ытла ишмелле мар,

- шывра пĕр-пĕрне тытмалла выляма юрамасть, ăнсăртран шыв çăтнипе тăн çухатма пулать,

- кимĕсен çывăхне ишсе пыма, пĕлмен çĕрте чăмма юрамасть.

Çын шывра хытă шăнсан аллисене е урисене шăнăр туртма пултарать. Кун пек чухне çийĕнчех шывран тухмалла. Май çук пулсан, çапла тумалла:

- ишев стильне улăштармалла – çурăм çине çаврăнмалла,

- алă пÿрнисене туртать пулсан чышкăна вăйпа чăмăртамалла, хăвăрт силлемелле, чăмăра çемçетмелле,

- ура хырăмĕн мышцисем туртăнсан хуçланса ура тупанне алăсемпе тытса кĕлетке çумнелле чăмăртамалла,

- пĕçсене шăнăр туртсан чĕркуççирен аяларах тытса хуçлатмалла, вăйпа çурăм хыçнелле туртмалла,

- шăнăр туртнă вырăна чĕпĕтмелле е йĕппе, булавкăпа тĕкмелле.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика