Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пуçран шăлмĕç

15:40 26 мая 2015 г.

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем Шупашкар арçыннине тытса чарнă. Вăл амфетамин сутни çинчен «шанăç телефонĕпе» шăнкăравласа пĕлтернĕ.

Йĕрке хуралçисен арçын айăпне çирĕплетмешкĕн сахал мар вăй хума тивнĕ. Юлашкинчен наркополицейскисем хайхискере алăран ярса илме палăртнă. Çапла вара вăл амфетаминăн черетлĕ партине «ярăнтарма» хăтланнă чухне çакланнă.

Ĕç-хĕл мĕнле аталанса пынă-ха; Çамрăка ытлашши тар тăкмасăр пысăк укçаллă пулса тăрасси илĕртнĕ. Вăл пĕлĕшĕсене пĕр хутчен çеç мар наркотик сутнă. Кашнинчех ăнăçлă пулнă. Çакă ăна пушшех хавхалантарнă. Синтетикăна арçын гаражра пытарса упранă. Хальхинче те наркополицейскисем «тавара» çавăнта тупнă. Чуста хутаçĕнче 400 грама яхăн амфетамин выртнă. Ку питĕ пысăк виçе шутланать. Наркотике арçын тĕп хулара сарма палăртса хунă. Гаражра çавăн пекех электронлă тараса, «синтетикăна» пайласа тултармалли пĕчĕк хутаçсем тупнă.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика