Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕçлев саккунлă пултăр

10:44 23 мая 2015 г.

Юлашки вăхăтра халăх официаллă мар ĕçлени çивĕч темăсен шутне кĕчĕ. Кунашкал çынсем унта-кунта тупăш илеççĕ, анчах та патшалăх хыснине пĕр пус та хывмаççĕ. Вĕсем обществăлла ырлăхпа ыттисемпе танах усă кураççĕ, больницăсенче ыттисем тÿлекен налук тата медстраховани фондне хывакан укçа шучĕпе сипленеççĕ.

Республикăра формаллă мар ĕç хутшăнăвĕсем йĕркелеме пултаракан тата сăрă схемăпа шалу тÿлекен сферăсене тупса палăртас ĕçсене ирттереççĕ. Пенси тата ытти фондсене страховани взносĕсене хывманнине палăртассипе те.

Пенси фончĕн даннăйĕсем тăрăх 808,4 пин çынран 162 пин ытла çын пĕр пус та тÿлеменни курăннă. Формаллă мар ĕçлев Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх суту-илÿ, ял хуçалăх, строительство облаçĕсенче анлă сарăлнă.

Иртнĕ уйăхра Раççей ĕç министерстви тата Чăваш ен Министрсен Кабинечĕ регионта формаллă мар ĕçлев кăтартăвĕсене 30 процент таран чакарас тĕллевпе килĕшÿ çырнă. Çакă бюджет мар фондсене укçа-тенкĕ пырса кĕрессине те ÿстерĕ.

Муниципалитетсене вăрттăн схемăсене тупса палăртас ĕçсене вăйлатма хушнă.

Республикăри патшалăх ĕç службинче «вĕри лини» телефонĕ ĕçлет: 20-64-13. Çавăн пекех формăллă мар ĕçлекенсем пирки slzn@cbh.ru адреспа яма пулать. Вăрнар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр телефонĕ – 2-58-42.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика