Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ

14:06 19 мая 2015 г.

Кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕшĕн те ачи-пăчи пирки ырă ят илтме кăмăллă.

Людмила Геннадьевнапа Александр Николаевич Ксенофонтовсен аслă ывăлĕшĕн, Алексейшăн, нихăçан та пите хĕретме тивмен. Ярмушка шкулне лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл Мускаври патшалăх управленийĕн тата право институтĕнче юрист дипломне алла илнĕ.

Халĕ Алексей Ульяновскра çар службинче тăрать. Связист. Юлташĕсем, командирсем умĕнче пысăк чысра.

Çĕршыв умĕнчи тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн çак кунсенче Ксенофонтовсем патне 42731-мĕш номерлĕ çар чаçĕн командирĕнчен А.Молчанов полковникран Тав çырăвĕ килнĕ. «Унра кăмăл-сипет пахалăхĕ пысăк, вăл çар юлташлăхĕн шанчăкĕ. Командирсем, службăра тăракансем хушшинче хисепре. Эсир хăвăрăн ывăлпа, çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçипе, тивĕçлипех мухтанма пултаратăр», – тесе çырнă унта.

Çакнашкал çемьесенче йышлă ача çитĕнни уйрăмах паха. Вĕсем тĕрĕс воспитани илеççĕ, ĕçчен, тÿрĕ кăмăллă ÿсеççĕ. Алексей акă хăйĕн шăллĕпе виçĕ йăмăкĕшĕн те ырă тĕслĕхре.

С.ЧИКМЯКОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика