Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ăсталăх – ĕмĕрлĕх

10:03 20 мая 2015 г.

Рункăра алăстисем чылай. Вĕсен ĕçĕсене ял çыннисем уявсенче час-часах пăхса савăнаççĕ.

Александра Андриановна Юдина 85 çула çитнĕ пулин те алăран ĕç ямасть. Вăл илемлетсе-эрешлесе çыхнă тапăчки-нускисем, вырăн çивиттийĕсем, салфеткăсем тата ытти те куçа илĕртеççĕ. Ал ĕçĕ тума шкула пухăнакан çамрăксенчен юлмасть вăл. Ыттисене те вĕрентет, хăй те вĕренет.

Александра Андриановнан тĕслĕхĕпе акă Валентина Феофанова çипрен мĕнешкел чечексем ăсталать! Икĕ Ольга Александрова ял çыннисене ача тумтирĕ çыхса тĕлĕнтереççĕ.

Александра Юдина çичĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Хĕрĕсем те хăй пекех маттур, çыхаççĕ, вĕт шăрçапа тĕрлеççĕ.

С.СВЕТЛОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика