Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Лайăх пурнăçшăн йывăрлăхпа кĕрешнĕ

10:58 20 мая 2015 г.

Çĕрпел ялĕнче пурăннă Мария Елизаровна Елизарован асаилÿсен тетрачĕ историн тĕрлĕ страницисене пĕрлештерет. Ăна вăл 1987 çулта, 64 тултарсан, çырнă. Анчах та чире пула хăй çав çулах пурнăçран уйрăлнă.

Мария Елизаровнан асаилĕвĕсем чĕрене пăчăртаса ыраттараççĕ. Виççĕре чухне 6 уйăхри йăмăкĕпе çурма тăлăха юлнă вĕсем – ашшĕ çав тери ир вилнĕ.

Тырă вырнă вăхăтра ачасене урапа çине тумтирсем сарса çывратнă. Ĕççинче ял хушшинче çын юлман – пурте уйра тăрăшнă. Ыраш, сĕлĕ, урпа, пăрçа, ясмăк, кантăр çитĕнтернĕ.

Шкулта çичĕ çул вĕреннĕ, анчах малалла пĕлÿ илесси пирки ĕмĕтленмелли кăна юлнă. 1938 çулта амăшĕ тепĕр хĕрача çуратнă, анчах та хăй икĕ çултан, шăп 40-ре, сасартăк пурнăçран уйрăлнă. Ачасем кукашшĕ-кукамăшĕпе тăрса юлнă. Килти ĕçсен пысăк пайне Мария Елизаровна пурнăçланă.

Çамрăк çулсене пăхмасăр кашни хĕлех колхоз валли те, киле валли те вăрман ĕçленĕ. Пăкăяна, Прусака çитнĕ. Киле юр айне шыв килсен кăна таврăннă. Нихăçан та вăрман ĕçлесе пĕтмест пуль тесе тем чул шутланă.

Условисем йывăрах пулнă çав. Хăш чухне икĕ кубометр çурă хатĕрлемесен барака та кĕртмен.

«Вăрçă вăхăтĕнче Архангельска вăрман ĕçлеме ячĕç, çакă вара нихăçан та асран тухас çук. Ялтан Анна Калмыкова, Аниса Баюкова, Агрипина Толмасова тата эпĕ кайнă. Пересадкăсемпе Коношана çитрĕмĕр, пире темиçе çухрăмра ларакан поселокри барака вырнаçтарчĕç. Сивĕ, ăна хутса ăшăтмаççĕ. Мĕн тăвăн, вăрçă вăхăчĕ. Пирĕнпе ултă уйăхлăх килĕшÿ тунă. Çак тапхăрта йÿç çăкăрпа симĕс купăстасăр урăх нимĕн те çисе курман...», – аса илсе çырать вăл.

Çăпатасене типĕтсе çитермесĕрех тăхăннипе вĕсем нумая чăтман. Чăвашсем чылаййăн ĕçленĕ. Пĕр бригадăра 5–6-шар çын. Мария Елизаровнапа пĕрле Çĕрпел хĕрĕсемсĕр пуçне ку яла качча килнĕ Александра Громова тата Кив Мĕлĕшри Пелагея Макарова тăрăшнă. А.Громова вырăсла аван калаçнă, аслăрах, çавăнпах пуль вĕсене Громова бригади тесе чĕннĕ.

Нормăна тултармасан столовăй çывăхне те яман. Хĕрсем поселокра пурăнакансем тухса пăрахнă çĕрулми хуппине пайтах пĕçерсе çинĕ. Йывăра, выçлăха пула вилекенсем те нумаййăн пулнă. Мария Елизаровнан юлташĕ Униççе те вăйсăрланса çитнĕ, ура çинче те тăрайман. Апла пулин те ăна кунти хуçасем вăйпа ĕçе хăваланă – сĕтĕрсе тухса юр çине пăрахнă. Виçĕ кун та таврăнмасан тантăшĕ вилнĕ пулĕ тесе хытах пăшăрханнă. Анчах та ырă çынсем юр çинче выртакан хĕре вилме паман.

Килĕшÿ вăхăчĕ тухсан хĕрсене тата çур уйăх ытла вăйпа ĕçлеттернĕ. Киле тантăшсем тавар поезчĕсенче пытанса ларса килнĕ.

Анчах ялта нумай пурăнма тÿр килмен. Çулла каллех Тутар Республикине çул тума, кĕркунне Мордва Республикине траншейăсем, окопсем чавма илсе кайнă.

Йăмăкĕсене пăхас тесе чылай çĕрте ĕçлеме тивнĕ унăн. Фермăра пăру та, сурăх та, лаша та пăхнă, лашапа ака та тунă, сÿренĕ тата ытти те.

1949 çулта Мария Елизаровнана Турри ывăл парнеленĕ, виçĕ çултан – хĕр. Декрет таврашне пĕлмен, тÿрех ĕçе тухнă. Вăрман ĕçлесех хăй вăйĕпе çурт лартнă.

«Пурнăç иртет, анчах ырă пурнăç курмарăм. Выçăллă-тутăллă çулсем, чылай шăнни 60 çула çитичченех çапса антарчĕç, бронхитпа вăрах аптăратăп», – çырать вăл малалла.

Анчах ĕçрен нихăçан та юлман. Нумай çул махорка çитĕнтерессипе вăй хунă. Тăрăшулăхĕшĕн Грузире, Хура тинĕс хĕрринче, Крымра, Ялтăра канма путевкăсене тивĕçнĕ. Мускавра ВДНХ-ри ял хуçалăхĕн куравĕнче пулнă.

Мария Елизаровнан ырми-канми ĕçне пысăк наградăсемпе хакланă. Вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕшĕн панă медальне халĕ ачисем типтерлĕн упраççĕ. 1969 çулта «РСФСР ял хуçалăхĕн социализмла ăмăрту отличникĕ» палла, тепĕр çултан В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май «,çри хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ. ,ç ветеранĕ. Премисене, Хисеп хучĕсене чылай илнĕ.

«Халĕ ывăлпа, кинпе лайăх пурăнатпăр. Пурнăç ырă, хамăн çеç сывлăх начар. Эпир тÿснине никам та ан тÿстĕр. Нихăçан та ан пултăрччĕ вăрçă, ĕмĕрех пултăр мир», – вĕçленĕ хăйĕн 1987 çулхи асаилĕвне Мария Елизаровна Елизарова. Шел, хăйне вăрăм кун-çул пÿрмен...

С.ЧИКМЯКОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика