Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕçĕпе, чунĕпе харсăр

09:29 16 мая 2015 г.

Иртнĕ ĕмĕртех пулнăччĕ ку. Пĕррехинче, чăтса тăраймарăм, ыйтам-ха терĕм: «Владимир Ильич, сире час-часах пирĕн тава тивĕçлĕ ветеринар, пирĕн тава тивĕçлĕ зоотехник, пирĕн тава тивĕçлĕ учитель тесе хисепленине илтме пулать. Çав ятсене указпа-мĕнпе çирĕплетни пур-и?» В.Лукин сасăпах ахăлтатса кулса ячĕ те ĕç пÿлĕмĕнчи сăран сумкинчен пĕр купа хытă хуплашкаллă дипломсемпе грамотăсем туртса кăларчĕ. Ял хуçалăх министерствинчен, районти органсенчен, общество органиазцийĕсенчен панисем... Ульяновскри Ленин ячĕпе хисепленекен автозаводран алă пусни сиксе тухрĕ...

Ăнланатăп: халăх хисепĕ хитре хутран кăна килмест. Указ енне выртнă çул çинчи хутсене, ахăртнех, «смута» вăхăчĕ те ура хурса такăнтарнă – ĕмĕрсен чиккинче унашкалли пайтах пулчĕ çав. Владимир Ильича Василий Михайлович Ведин юрататчĕ: совхоз-техникумăн пултаруллă ертÿçи ăна техникума хăйĕн пуçарăвĕпе чĕнсе илнĕ. Кунта вăл 1966 çултан тытăнса канăвне кĕтсе иличченех маттур ĕçлерĕ. Унчченхиллех, çаплах-ха, общество ĕçне хастар хутшăнать, паян кунчченех ветерансен вырăнти канашĕн пуçĕнче тăрать, уявсене, ытти мероприятисене йĕркелеме пĕлет. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине паллă тунă май, фронтра пулнă тăванĕсем çинчен хаçатра çырса кăтартрĕ.

В.Лукин 1940 çулхи майăн 18-мĕшĕнче Аçăмçырминче çуралнă. Ялти шкулта, Юманайĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Вара Хусанти Н.Бауман ячĕпе хисепленекен ветеринари институтне кайса кĕнĕ. ,çленĕ хушăра тепре Мускаври К.Скрябин ячĕпе хисепленекен ветеринари академине пĕтернĕ. Пĕрмаях Вăрнарти техникумра ĕçленĕ.

– Эп вĕрентнисем хушшинче халĕ хайхи тава тивĕçлĕ ятсене илнисем те пур, – терĕ ĕç ветеранĕ. – Вĕсенчен паян кунчченех саламлă çырусем илетĕп.

М.ВАСИЛЬЕВ.  

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика