Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Атăл çинчи тĕлпулусем

09:53 08 мая 2015 г.

Çак ятпа май уйăхĕн 1–5-мĕшĕсенче Атăл леш енчи «Росинка» физкультурăпа сывлăх центрĕнче Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен массăллă информаци хатĕрĕсен фестивалĕ иртрĕ.

Унта çĕршывăн 63 хулинчи 350 ытла çамрăк хутшăнчĕ. Фото, студи, электронлă журналистикăн, киноÿкерÿн, сценари çырас ăсталăх опычĕпе Раççей Журналистсен союзĕн, ТВЦ телеканалăн, «Русский репортер» журналăн, Мускаври тата Хусанти университетсенчи журналистика факультечĕсен представителĕсем паллаштарчĕç. Вĕсен мастер-класĕсем чăннипех те пултарулăха ÿстерме май паракан уроксем. Çамрăксем хăйсен проекчĕсене сÿтсе яврĕç, хаçачĕсемпе, фотоĕçĕсемпе паллаштарчĕç.

Пирĕн районтан «Атăл çинчи тĕлпулусене» Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш «б» класра вĕренекен Евгения Тихонова та хутшăнчĕ.

– Кунашкал фестивальте эпĕ пĕрремĕш хут. Кунта мĕн тĕрлĕ паллă актерсем, блогерсем, журналистсем килсе çитнĕ. Территорийĕ илемлĕ. Пĕр мастер-класра эпир хаçат тума вĕрентĕмĕр. Çăмăл ĕç мар иккен – шрифтсене суйламалла, статьясене, сăнÿкерчĕксене тĕрĕс вырнаçтармалла. Çамрăксен пурнăçĕ Чăваш ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева ют пулманни те савăнтарчĕ. Вăл шкул ачисемпе пĕр тан, пĕр чĕлхепе калаçрĕ, нумайшĕпе сăн ÿкерĕнчĕ, – каласа кăтартать вăл.

Женьăра пултарулăх туртăмĕ пур. Пушă вăхăтра вăл алçырăвĕсем шăрçалать. Ытларах прозăна кăмăллать, сăвăсем те çыркалать.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев фестивале хупас церемоние хутшăнчĕ. «Росинкăна» пухăннă пултаруллă çамрăксене ЧР Информаци политикин министрĕ Александр Иванов та саламларĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика