Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Инкепе мухтанатăп

09:48 08 мая 2015 г.

Кивĕ Мĕлĕшре пурăнакан Дария Васильевна Журавлева анчахрах 94 çул тултарчĕ. Хамăр тăрăхри виçĕ ялта халĕ унран асли çук. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи йăтăнса тухсан вăл колхозра арçын вырăннех ĕçленĕ. Ворошилов ячĕллĕ колхозра çĕрулми лартнă чухне Дария Васильевна сухапуç тытнă, утă çулнă, капан тунă. ,ççи çитсен лаша кÿлнĕ жнейкăпа тырă вырнă. Тепĕр чухне виçĕ лаша кÿлсе выраттăм, тет Д.Журавлева. Хĕлле вăрман касма илсе кайнă, лашапа вутă турттарнă. Нормăна тултарассишĕн тар тăкнă.

– Пĕррехинче вутă тиенĕ çунапа чукун çул урлă каçнă чухне йывăра туртса илеймесĕр лаша персе анчĕ, – аса илет вăрçă ветеранĕ. – Çывăхра поезд килнĕ сасă илтĕнет, пулăшăр, тесе кăшкăрма тытăнтăм. Хăрах куçлă арçын чупса çитсе лашана туртса илсе ĕлкĕрчĕ кăна, поезд кĕрлеттерсе иртрĕ. Текех вăрмана ку лашапа кайман, урăххипе çÿреме тытăнтăм. Норма тултарнăшăн мана та преми лекрĕ, 5 метр çитсă, 5 супăнь, 5 кило рожки пачĕç.

Вăрçă чарăнсан Дария Васильевна ялти каччăпа пĕрлешнĕ, икĕ ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ. Анчах мăшăрĕ вăтăр саккăртах çĕре кĕчĕ. Вăл вăхăтра кĕçĕн ывăлĕ уйăх çурăра кăна пулнă. Юрать-ха, ачисене пăхма Дарияна амăшĕ пулăшнă. Совхоз тунă хыççăн Д.Журавлева ватлăхри канăва тухичченех сысна ферминче возчикре вăй хучĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа Дария Васильевнăна юбилей медалĕпе чысларĕç. Халĕ ветеран килте кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать. Ырлăх-сывлăх сунатпăр хисеплĕ çыннăмăра.

Дария Васильевна – манăн инке. Унпа эпĕ мухтанатăп та, хăпартланатăп та. Ăна ялта пурте хисеплеççĕ.

Эпĕ – вăрçă ачи. Атте фронта кайнă чухне икĕ çул çурăра пулнă. Вăл 1945 çулта Германире пуç хунă. Аннене Сăр хĕрне окоп чавма ярсан килте асаттепе юлнă. Анне каланă тăрăх, пĕринче пуçа тивнипе чутех вилмен иккен эпĕ. Анне Сăр хĕрринчен килсен ултă эрне чирлесе выртрĕ, юрать-ха кукамай ăна ура çине тăратрĕ. Эпĕ шкул хыççăн Вăрнарти зооветтехникумран вĕренсе тухрăм, зоотехник пулса тăтăм. Тăван ялта тăхăр çул çак специальноçпа тăрăшрăм. Совхоз тунă хыççăн тата тăхăр çул сысна фермин заведующийĕнче вăй хутăм, «,çри хастарлăхшăн» медале тивĕç пултăм, унтан 13 çул ялсовет ĕçтăвкомĕн председателĕнче тимлерĕм. Ватлăхри канăва тухиччен каллех зоотехникра ĕçлерĕм.

Нина МАКСИМОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика