Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тÿснĕрен çĕнтернĕ

09:44 08 мая 2015 г.

Хĕр шутне кĕнĕ Матрена синкерлĕ вăрçă нуши-асапне çитĕннĕ çын ăсĕ-тăнĕпе йышăнса, чун-чĕрипе пăшăрханса чăтма хăнăхнă. Çу каçипе уй-хирте ĕçленĕ: ана сухаланă, тырă акнă, вырнă та çапнă, курăк çулса утă тунă, карлавпа çĕрулми кăларнă, хĕлле вăрманта ал пăчкипе, хирĕç тăнă тепĕр хĕрпе йывăç татса тÿнтернĕ. «Искра» колхозра пухăннă ĕçкунĕпе пыл та, тĕш- тырă та туяннă.

– Вăрçă тухнă çул Кăмашра сывă-старав арçын юлмарĕ те, Сăр хĕрне окоп чавма хĕрсемпе хĕрарăмсене илсе каятчĕç, – асилет Матрена Егоровна. – Пильна çывăхĕнче çĕр пÿртсенче пурăнаттăмăр. Икшер уйăх ĕçлеттĕмĕр. Етĕрнере шоссе çулне алă вĕççĕн хăпартнă. Колхозра хĕрарăмсем, ачасем ĕçленĕ. Патшалăха тырă, çĕр улми, аш-какай, сĕт-çу, çăм тăратма çулталăклăх план панă, ăна пурнăçланине уполномоченнăйсем çирĕп тĕрĕслесе тăнă.

Ăна, вунсаккăрти хĕре, колхозра весовщик пулма шаннă. Çирĕмшер кило тултарнă михĕсене лавсем çине ачасем, хĕрсем йăтнă, акана вăкăр кÿлнĕ урапасемпе турттарнă. Вуниккĕ тултарнă арçын ачасене лашапа ĕçлеме явăçтарнă. Уй-хирте тарлакана çăкăрпа вырăнта тивĕçтернĕ. Çăкăр пĕçерме çăнăха мăян вăрри, клевер, крахмал хутăштарнă. Çулла улма-çырла, кĕркунне авăртса е ăшаласа йĕкел çинĕ. Шкула панă пĕр гектар çĕрпе пĕтĕмĕшпе илсен урпа акса туса усă курнă, пĕр пучах çухатмасăр авăртнă. Çăнăхне вĕретнĕ шывпа хутăштарса сыпнă (ĕçнĕ темелле-ши;).

– Фронта ăсатма посылкăсем маçтăрлаттăмăр, – тет Матрена Егоровна, – унта çăм нуски-чăлха, тĕрленĕ-çыхнă тутăр, махорка тултарнă хитре хутаç, салтака ырă сунса çырнă хут хунă. Хуравлă çырусем те килетчĕç. Вăрçăра пĕр Кăмашранах 180 арçын çапăçнă. 89-ăн киле таврăнаймарĕç...

1999 çулта Николайпа Матрена Афанасьевсем ылтăн туй туса савăнчĕç. Вĕсен вунă ача пулнă. Халь çиччĕшĕ пурăнаççĕ. Мăнукĕсем вунулттă. Кĕçĕн мăнукĕсем вăтăр çиччĕ. Николай Афанасьевич фронтра 1943 çултанпа телефон полкĕнче, стрелоксен дивизинче, авиаполкра тăнă. Çар службинчен киле 1950 çулхи мартра таврăннă. Пурнăçĕ кăкăрĕнчи снаряд ванчăкĕ аптăратнипе 2001 çулта татăлнă. Ачисем сатур. Пурте вăтам е аслă пĕлÿ илнĕ. Виталий Николаевич республикăн тава тивĕçлĕ учителĕ, тава тивĕçлĕ тренерĕ, спорт мастерĕ.

Егорова – Афанасьева Матрена Егоровна вунсаккăрта чухнех «Тăван çĕршывăн 1941 – 1945 çулсенчи Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçлĕ пулнă. Ăна Çĕнтерÿ юбилейĕн пилĕк медалĕпе наградăланă. 1979 çултанпа ĕç ветеранĕ. Кăçал 93 çул тултарать. Сывлăхĕ пур-ха. «Ачаран тем те тÿсрĕмĕр, çавăнпа çĕнтертĕмĕр», – тесе хавхаланать.

М.ВАСИЛЬЕВ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика