Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пысăк çухату

09:40 08 мая 2015 г.

Мартăн 31-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Михаил Яковлевич Яковлев пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Вăл 1922 çулхи май уйăхĕн 20-мĕшĕнче Уравăш ялĕнче çуралнă. 7 класс пĕтерсен 1940 çулта Пăрачкаври педагогика училищинчен вĕренсе тухать. Çак çулах Хĕрлĕ Çар ретне тăрать.

Михаил Яковлевич 1941 çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа вăрçă пĕтиччен 66-мĕш штурм авиаполкĕн механизациленĕ батальонĕнче çапăçать.

1945 çулта яла таврăнсан тăван Уравăш шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентет, Канашри учительсем хатĕрлекен института, каярахпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтерет.

1969 çултан Хирпуç шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Тивĕçлĕ канăва тухсассăн та вунă çула яхăн çак шкулта ачасене пĕлÿ парса пурăнать.

Михаил Яковлевич мăшăрĕпе Ефросиния Васильевнапа 5 ача пăхса çитĕнтернĕ, аслă пĕлÿ панă. Клара – вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен, Виктория – истори учителĕ. Левпа Нил хăйсен пурнăçне энерги тытăмĕпе çыхăнтарнă, Тит – аслă квалификациллĕ тухтăр.

Михаил Яковлевич Яковлев II тата III степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕсене, «Германие çĕнтернĕшĕн» тата ытти медале тивĕçнĕ. Вăрçă суранĕсене пула тата Тит ывăлĕ вăхăтсăр уйрăлса кайни Михаил Яковлевичăн сывлăхне хавшатнă, Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне пирĕнпе пĕрле кĕтсе илеймерĕ. Пĕтĕм ял халăхĕшĕн çакă – питĕ пысăк çухату.

Е.ГОЛУБЦОВА,

Хирпуç ял тăрăхĕн çар учет инспекторĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика