Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Самана салтакĕ

09:17 08 мая 2015 г.

Хăй вăхăчĕн шанчăклă ывăлĕ... Тăван çĕршывăн хастар-сатур ĕçченĕ, пĕрлех хуралçи-сыхлавçи тата – хăрушла-синкерле вăхăтне-асапне тÿссе çĕнтернĕ паттăрĕ-патриочĕ... Пĕтĕмлетсе – самана салтакĕ тейĕттĕм. Çавăн пек çын вăл – çĕмĕрттерсех тăхăр вун виççĕмĕш çулне тултарма çывхаракан Григорий Сергеевич Сергеев.

Вун пиллĕкре Карай шкулне вĕренсе пĕтернĕ те Сĕнтĕрвăрринчи çĕрйĕркелÿпе мелиораци техникумне кайса кĕнĕ, вун саккăр тултарнă май, 1941 çултан пуçласа, кĕç-вĕç вăрçă тухасса пĕлсех тăнă тейĕн, виçĕ курс вĕренсе вĕçленĕ тĕле пикенсех çар ĕçне хăнăхнă, Архангельск облаçĕнчи пехота училищинче туптаннă. 1941 çулхи октябрьтен Сергеев-пулеметчик хура тăшмана Сталинград таврашĕнчен Дон тăрăх каялла хăваланă. Ку вăхăтран Уравăш ачине, пĕрле çапăçнă Владимир Кузьмина асилет. Пĕрлех аманаççĕ. Юлташĕ – алăран. Григорий – пуçран: снаряд ванчăкĕ ăна пуçĕнчи каскăна шăтарса кĕрсе контузипе сусăрлатать. 1943 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнчен унăн икĕ уйăх ытла госпитальте сывалма тивет. «Самайланса тухсан виçĕ уйăх кĕçĕн лейтенантсен курсĕнче вĕрентрĕç, – тет Григорий Сергеевич. – Нимĕçе Донецкран хÿтернĕ хушăра 1943 çулхи июльте иккĕмĕш хут амантăм. Хамăрăн батальонтан чĕррĕн вунпиллĕкĕн тăрса юлтăмăр. Мана, окопра çĕрпе хупланнăскере, ординарец туртса кăларнă. Сулахай хăлха çавăнтанпах начар илтет. Контузи çапнипе иккĕмĕш хут аптăрарăм. Тата – çурăм çуннă... Тăватă уйăх Дагестанра, Буйнакскри госпитальте сывалтăм. Виççĕмĕш хут амансан Хусанти госпитальте тăватă уйăхран тин сăмах хушакан пулнă, вара киле ячĕç...».

Запасри лейтенант Яманакри, Карайри шкулсенче ачасене çар ĕçне вĕрентнĕ. Сĕнтĕрвăрринче хăйĕн унчченхи специальноçне вĕренсе вĕçленĕ. 1947 çултанпа – Вăрнарта. 1956 çулта Йошкар-Олара Атăл тăрăхĕнчи вăрман техникин институтне вĕренсе пĕтернĕ, Вăрнарти вăрман хаçалăхĕнче инженерта ĕçлеме тытăннă. 1957 – 1960, 1972 – 1983 çулсенче Калинино лесничествин лесничийĕ. 1979 çултанпа Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ. Çуллен 50-шар гектар «Сталин вăрманĕсем» ÿстернĕ. 1961 çулта хăй аллипе ăсталаса пÿрт лартнă. Сад хунаттарнă, пĕве тунă, пулă ĕрчетнĕ, утар тытнă. Пахчинче грушăсем 5–6 тĕрлĕ сортлисем, виноград, слива – 3–4 сортлисем, хура хурлăхан, черешня, сырлан, улмуççисем... Григорий Сергеевич ĕнтĕ 15 çул тăр пĕччен тенĕ пек пурăнать. Хăйне çулĕсене кура мар – салтак пек тыткалать. Икĕ тĕрлĕ ĕмĕрте пурăнсан та – самана салтакĕ пек.

М.ВАСИЛЬЕВ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика