Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Нăрваш Шăхалĕнче Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ

Нăрваш Шăхалĕнче Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ

Тăван чĕлхе – таса çăл куçĕ,

Тăван чĕлхе – телей шевли.

Тăван чĕлхе çĕн алăк уçĕ

Куллен кунах пире валли.

2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Сарпи вулавĕсем» пултарулăх кунĕ иртрĕ.

Мероприятие Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Юрий Николаевич Исаев, Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Владимировна Петрова, республикăра тухса тăракан «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ Ирина Пушкина, чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Раиса Сарпипе Альбина Юрату сăвăçсем, Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Петровна Рубцова хутшăнчĕç.

Чи малтанах Юрий Исаев Патăрьел районĕн администраци пуçлăхĕпе Рудольф Васильевич Селивановпа тĕл пулчĕ. Ĕçлĕ тĕл пулура Юрий Николаевич районти пĕтĕмĕшле вĕрентÿ системипе, шкулсенчи лару-тăрупа, вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланчĕ. Районти шкулсенче ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче республикăра Чăваш чĕлхи кунне уявлани хамăрăн тăван чĕлхене, чăваш халăхне хисепе хунине палартрĕ. Шăпах чĕлхе – тăван халăхăн сыхланса юлнă чаплă пурлăхĕ.  Районти шкулсемпе ача сачĕсенче педагогсен чăваш халăх йăли-йĕркине шута илсе, несĕлĕмĕрсен культурине, вĕсен аваллăхĕпе историне асра тытса, çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет енчен тĕрĕс çитĕнтерсе, çĕр-шыва юрăхлă çынсем   пулччăр тесе тăрăшмаллине палăртрĕ.

Малалла савăнăçлă тĕл пулу Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче иртрĕ. Шупашкартан килсе çитнĕ сумлă хăнасене чыслă лару-тăрура кĕтсе илнĕ хыççăн пурте вăйă юрри юрласа спорт залне карталанса кĕчĕç. Кунта пĕчĕккинчен пуçласа аслă классенче вĕренекенсем таранах илемлĕ чăваш кĕписемпе, тухьясемпе, тĕрĕллĕ тутăр-саппунсемпе çаран çинчи илемлĕ чечексене аса илтерчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те, ялти фольклор ушкăнне çÿрекенсем те айккинче юлмарĕç: вăйă картине хаваспах хутшăнчĕç.

«Пăла шывĕ тарăн шыв,

чи тарăнни те пилĕкрен.

Шăхаль хĕрĕ – сарă хĕр,

Сарă çÿçĕ те пилĕкрен», - юхрĕç те юхрĕç ĕлĕк асаннесемпе кукамайсем çимĕкре пуçласа вăййа тухсан юрланă çаврăмсем…

Уяв малалла чăваш тĕррисемпе тата тĕрлĕ картинăсемпе илемлетнĕ залра тăсăлчĕ. «Алран кайми аки-сухи» чăваш халăхĕн гимнне пурте пĕрле тăрса юрланă хыççăн Шăхаль веренекенĕсем чăваш чĕлхи илемĕ, унăн хăвачĕ çинчен сăвăсем вуларĕç. Куракансене уйрăмах Иван Яковлевич Яковлев халалне тĕрлĕ чĕлхепе вуласа панине итлеме кăмăллă пулчĕ. Михайлова Настя чăвашла, Васильев Саша вырăсла, Терентьева Таня вара акăлчанла пăхмасăр каларĕç.

Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев уявра чăннипех те савăннине палăртрĕ. «Хамăрăн тăван чĕлхене хамăрăн хисеплемелле, чăвашла вăтанмасăр калаçмалла, çакăн пек мероприятисем тăтăшах ирттермелле. Малашне кашни çулах пĕр районта пысăк уяв ирттерсен аван пулĕччĕ», - тесе пĕтĕмлетрĕ, Никита Бичуринпа Çеçпĕл Мишши портречĕсене асăнмалăх шкула парнелерĕ.

   Конкурса хутшăнакансем «Раиса Сарпи, Альбина Юрату сăввисене вуласси» номинацире тупăшрĕç.

Чи лайăх вулакансенчен çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç:

Титова Дарья (2 класс), Логунова Аэлита (4 класс), Мальцева Юлия (7 класс), Кивĕ Ахпÿртри тĕп шкул (ертÿçисем – Ярусова Мария Анатольевна, Салмина Надежда Георгиевна, Табакова Марина Ильинична), Павлова Татьяна (5 класс), Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул (ертÿçи – Павлова Нина Иванеовна), Николаева Валерия (9 класс), Туçари вăтам шкул (ертÿçи – Яковлева Валентина Петровна).

«Раиса Сарпипе Альбина Юрату сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене юрласси» номинацире палăрнă çĕнтерÿçĕсем:

Салахутдинова Ильсияр (3 класс), Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкул (ертÿçи – Иванова Надежда Венедиктовна),Мердина Евгения (6 класс), Сăкăтри вăтам шкул (ертÿçи – Анюрова Елена Валерьевна),Галкин Мефодий (7 класс),  Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкул (ертÿçи – Солдатова Светлана Алексеевна).

Виççĕмĕш номинацире ачасем Иван Яковлев калавĕсем тата Раиса Сарпи юмахĕсем тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăсене выляса кăтартрĕç. Первомайски вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен артистсене çитекен пулмарĕ. Вĕсем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç (ертÿçи – Савинова Валентина Николаевна).

 «Сарпи вулавĕсем» конкурсра палăрнă çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене     Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн методисчĕ Елена Перепелкина дипломсемпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Раиса Сарпипе Альбина Юрату сăвăçсем кунта пухăннисене саламларĕç, хăйсен кĕнекисене парнелерĕç. Раиса Васильевна «Сарпи вулавĕсем» сăвă конкурсĕ кăçалхипе 16-мĕш хут иртнине палăртрĕ, илемлĕ сăвă вуласа савăнтарчĕ. Альбина Юрату вара ашшĕпе амăшне аса илсе вĕсемпе тивĕçлипех мухтаннине палăртрĕ, пурне те уявпа саламласа поэзине юратма, пĕтĕм ыррине çеç сунчĕ.

     Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕ Нăрваш Шăхаль шкулĕн администраципе  коллективне, уйрăмах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Нина Ивановна Павловăпа Николай Алексеев музыка учительне, кĕçĕн классене вĕрентекенсене район шайĕнчи мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттернĕшĕн тав тăвать, малашнехи ĕçре пысăк çитĕнÿсем, ырлăх-сывлăх сунать.

Тăван чĕлхе, тăван сăмах,

Сана упратăп чĕремрех,

Анне чĕлхи, атте чĕлхи,

Мана вăй кÿрĕн яланах.



25 апреля 2017
09:18
Поделиться