Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Манăн сассăм та тĕнчешĕн юлĕ»

    

Хусанкай вăл – чăваш кăмăлĕ,йыхравĕ, ялавĕ.

Хусанкай вăл – кирек хăçан та аслă   Хусанкай.

Илпек Микулайĕ

 

Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 2017 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче çĕр вунă çул çитет. Сумлă çыравçа, унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен, вуламан чăваш çук та пулĕ. Поэтăн кашни хайлавĕнче наци хăйне евĕрлĕхĕ, чăвашлăх палăрать, кашни сăвви ăшă туйăм çуратать, чун-чĕрене тыткăна илет.

   «Ир, питĕ ир уйрăлса кайрĕ пирĕнтен Петĕр Хусанкай. Вăл хăйĕн таланчĕн чи анлă та çӳллĕ орбитине тухнăччĕ. Мĕн чухлĕ ырă шухăш, ылтăн ăс-хакăл кайрĕ унпа пĕрле... Çеçпĕл юртан тасалнă вăрманта пĕрремĕш пĕчĕк чечек пулсан, Хусанкай - Атăл хĕрринче, пĕтĕм совет çĕрĕнче тата чикĕ леш енче шăтса ӳснĕ чечексен ыр кăшăлĕ...», - çырнă украин çыравçи Юрий Збанацкий.

     «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацйĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ «Тантăш» хаçатпа пĕрле вилĕмсĕр поэта чысласа „Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай- 100 çул!“ пултарулăх ăмăртăвĕ ирттерчĕ. Ыхра Çырми шкулĕнче вĕренекенсем те хаваспах çак вăййа хутшăнма кăмăл турĕç. Поэтăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă 10 ыйту çине туллин хуравларĕç, тĕпчевлĕ те шыравлă ĕçлерĕç. Ĕçсене „Тантăш“ хаçата ярса пачĕç. Пурте Тав çырăвне тивĕç пулчĕç.     „Хунав“ кружок членĕсем шкул коридорĕнче „Петĕр Хусанкай- чăваш поэзийĕн Улăпĕ“ стенд ăсталарĕç. Библиотекăра сумлă юбилярăн кĕнекесен куравне йĕркелерĕç. Сăвăсен конкурсне ирттерме палăртнă.

   Çĕр пин юрăллă,çĕр пин тĕрĕллĕ, çĕр пин сăмах-юмахлă  халăх, ирĕклĕ чăваш халăхĕ, хăйĕн талантлăран та талантлă ывăлне ĕмĕр-ĕмĕр юратĕ. Унăн кĕнекисене алран ямĕç, ырă ячĕ-сăнарĕ асран каймĕ.



22 января 2017
07:04
Поделиться